Политика
![]() sport.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян, пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, Чӑваш Енри тата тепӗр министра ӗҫрен кӑларнӑ. Ҫавӑн ҫинчен калакан хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев алӑ пуснӑ. Хальхи хушу физкультура тата спорт министрне Михаил Богаратова (сӑнӳкерчӗкре) пырса тивнӗ. Паянах спорт министрӗн тивӗҫне пурнӑҫлама Василий Петрова шаннӑ. Вӑл — Кёкусинкай федерацийӗн республикӑри уйрӑмӗн ертӳҫи. Хушусене республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнчи «Саккунсем» ярӑмра вырнаҫтарнӑ. Спорт министрӗн тивӗҫсене унччен пурнӑҫланӑ Виктор Богаратов, сӑмах май, Чӑваш Ен Правительствинче чи асличчӗ. Аса илтерер: вӑл — 61 ҫултаччӗ. Чи ҫамрӑкки — Алла Салаева. Вӑл 40 ҫулта. Ӑна ЧР Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама шанчӗҫ.Юлашки вӑхӑтра республика правительствинче хӗрарӑмсем нумайланнӑ. Экономика пӗлӗвӗллисем те унта йышланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |