Алексей Московский юрлакан «Ялти пӗрремӗш каччӑ» юрӑпа клип ӳкерни пирки, вӑл «Чӑвашсен чи лайӑх клипӗ» пулса тӑни пирки сайтра хыпарланӑччӗ. Унӑн сюжетне аса илтерер: ялти каччӑ чӑваш эстрада ҫӑлтӑрне Алексей Московские ялти клуба савнине тӗлӗнтерес тесе чӗннӗ. Клуба ял халӑхӗ пухӑннӑ, анчах савни унта пыман, унӑн урах кумир тупӑннӑ – Алексей Шадриков.
Ку клип тӗнче тетелне тухнӑранпа 2 эрне ҫеҫ ҫитнӗ, анчах ӑна куракансен йышӗ кунран-кун ҫӗпре ҫинчи пек ӳссе пырать. Ку таранччен «Ютуб» каналта ӑна 100 пин ытла ҫын пӑхнӑ. 9 минута тӑсӑлакан клипа чылайӑшӗ лайӑх енчен хак панӑ.
Клипа ӳкернӗ ҫӗре чӑваш эстрада артисчӗсем кӑна мар, ахаль ҫынсем те, паллӑ блогерсем те хутшӑннӑ.
Agabazar // 1216.91.1436
2020.02.25 22:12 | |
Мĕн лайăххи пур унта? <<Лучшеклиповск>> тени пуррипе-и? | |
Вулакан // 1207.39.9226
2020.02.26 13:29 | |
Тĕрĕс, Agabazar. Ахаль вăам клип кăна. Чăваш эстрадинче кунтан чылай вăйлăрах клипсем самай. |