Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 0.0 °C
Ҫӗнӗ тусна туп, киввине ан ман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Олег Николаевшӑн ҫар пурнӑҫ шкулӗ пулнӑ

Сутатӑп Тĕртнĕ(пусма) маска , 100 тенкĕпе сутатăп
Сутатӑп Килти хуҫалӑхри сӗт, тӑпӑрчӑ, ҫу, ҫӑмарта.
Паллашу Çамрăк 21-ре Чăваш каччă — Чăн Чăваш хĕре тĕл пулса — пĕрле яланлăха пуласшăн! ...
Таисия Ташней 23.02.2020 13:57 | 250 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ҫар пурнӑҫ шкул пулнине пӗлтернӗ. Кун пирки вӑл паян Фейсбукри хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.

Олег Николаев ҫырнӑ тӑрӑх, ҫар ӑна пурнӑҫра хӑйне хӑй аллинче тытма, ҫав шутра экстремаллӑ лару-тӑрура ыйтусене виҫеллӗ татса пама вӗрентнӗ.

Хӗсметре Олег Николаев 1989—1991 ҫулсенче пулнӑ. Ҫур ҫул унта вӑл вӗренӳре пулнӑ, ҫарти пӗрремӗш звани — кӗҫӗн сержант. Кайран Олег Николаев аслӑ сержант, взвод командирӗн ҫумӗ пулма шаннӑ. Радиомеханик пулнӑ. Ҫарти сӑнӳкерчӗксене Олег Николаев упранине, ҫарта пӗрле пулнисемпе ҫыхӑну тытнине пӗлтернӗ.

Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Тӑван ҫӗршывӑн хӳтӗлевҫин кунӗпе те саламланӑ.

#саламсем, #Элтепер, #хӗсмет

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Хусанта палӑрнӑшӑн Элтепер премине тивӗҫнӗ
2019, 09, 23
Владислав Поляшов: «Штутгарта ылтӑн илме кайрӑмӑр»
2019, 10, 18
Ҫӑкӑр пӗҫерекенсем 85 ҫулхине уявланӑ
2019, 12, 10
Элтепер ҫӑлавҫӑсене саламланӑ
2019, 12, 26
Олег Николаев Тӑван чӗлхе кунӗпе саламланӑ
2020, 02, 21

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org