Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Пӗтӗм тӗнчери тӑван чӗлхе кунӗпе саламланӑ.
«Тӑван чӗлхе – нимрен хаклӑ пуянлӑх, наци культурин никӗсӗ. Тӑван сӑмах пурӑнма, хамӑра тата ыттисене лайӑхрах пӗлме пулӑ-шать.
Пӗтӗм Раҫҫейри 2010 ҫулхи халӑх ҫыравӗн кӑтартӑвӗсем тӑрӑх, Раҫҫейре чӑвашла калаҫакансен шучӗ 1 миллион ытла ҫынпа танлашать. Ҫакӑ витӗмлӗ йыш.
Тӑван чӗлхепе литературӑна вӗрентекенсене, ҫырулӑх тӗпчев-ҫисене, этнографсене, филологи факультечӗн преподавателӗсене пӗтӗм чунтан тав тӑвас тетӗп. Эсир тӑван чӗлхене тӗпчетӗр тата унӑн асамлӑхне палӑртакан пӗлӗве ытти ҫынсене паратӑр, ҫапла майпа пирӗн халӑхӑмӑрӑн культурипе историне тата йӑли-йӗркине сыхласа хӑваратӑр, чӗлхемӗре хисеплеме вӗрентетӗр.
Чӑваш Енре пурӑнакан кашни ҫынах тӑван чӗлхе пуласлӑхӗшӗн ҫине тӑрса тӑрӑшассине, халӑх йӑли-йӗрки вара, типтерлӗн упранса, ӑрура-ӑрӑва йӗркеллӗн куҫса пырассине ҫирӗппӗн шанса тӑратӑп», — тенӗ Олег Николаев хӑйӗн саламӗнче.
Тихонов // 2298.53.7538
2020.02.21 19:43 | |
Тавах . Элтепер тивесне вахатлаха пурнаслакан хисепле сыннамар !!! Челхе сыва пулсан чаваш халахе те пуране . Сирен ылтан самахар пурнаса керсе пырсан черерен тав туна пулаттам. | |
Agabazar // 1989.96.7944
2020.02.24 18:31 | |
Тăван чĕлхемĕр —папуас чĕлхи. |