Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -6.7 °C
Ҫилсӗр ҫирӗк тӑрри те хумханмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Станьяла халалласа акросӑвӑ ҫырнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 19.01.2020 14:28 | 1573 хут пӑхнӑ
Культура

Виталий Никитин-Станьял литературовед, таврапӗлӳҫӗ, публицист, поэт, общество хастарӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ 80 ҫул тултарнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. Шупашкар районӗнчи Станьял ялӗнче ҫуралса ӳснӗ паллӑ ҫыннӑн юбилейне халалласа Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче ирттернӗ пултарулӑх каҫне Шупашкар районӗнчи Л.В. Пучков ячӗллӗ Чӑрӑшкасси шкулӗнчи Алина Николаева та хутшӑннӑ. Шупашкар районӗнчи чӑваш чӗлхипе литература учителӗсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫипе, Кӑшавӑш шкулӗнчи чӑваш чӗлхи учителӗпе Евгений Майковпа иккӗшӗ уяв сценарине хатӗрленӗ.

Алина Михайловна Виталий Станьяла халалласа акросӑвӑ ҫырнӑ. Ӑна вӑл сумлӑ хӑнасем умӗнче вуласа парса юбиляра саламланӑ. Алина Николаева пӗлтернӗ тӑрӑх, Виталий Петрович пултарулӑхӗпе уроксенче ачасене те паллаштараҫҫӗ.

#культура, #вулавӑшсем, #Кӑшавӑш, #Станьял, #Чӑрӑшкасси, #шкулсем, #юбилейсем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-101490572_1962
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 3412.61.9798
2020.01.19 21:22
Agabazar
Пурнать теме мӗншӗн хӑранӑ? Пур(ӑ)нать мар, пурнать.
Евгений Мадуров // 8409.2.8780
2020.01.20 13:03
Agabazar, çырулăх йĕркине пăсас темен. Текстра пĕр çĕрте *янăрать* тесе çырнă пулсан унашкал ытти сăмахсене те тулли формăра çырмалла: пурăнăç. Рифмăна пăсас мар тесе хăйне тĕрлĕ меслет тупнă. Ку ман шухăш.
Шамаршаран // 2448.2.9637
2020.01.21 10:35
Савви аван . анчах сиччемеш йеркере " литературара " тесе турлетсе вуламалла.
Agabazar // 3720.04.1295
2020.01.22 15:32
Agabazar
Евгений Мадуров,
эсир кам хăвăртан çырулăх йĕркевĕсем шутласа кăларма?
Кунта çырулах мар, лексикологи саккунĕ.

Тепĕр хут: лексикологи саккунĕ

Ăă тата Ĕĕ текеннисене кун пек чухне кĕртсе лартма та юрать, кăларса пăрахма та пулать.

Апла та, капла та тĕрĕс.

Хуть вĕлтрен, хуть вĕлтĕрен. Иккĕш те тĕрĕс.
Евгений Мадуров // 3371.10.9693
2020.01.22 18:07
Agabazar, *хуть вĕлтрен, хуть вĕлтĕрен. Иккĕш те тĕрĕс.* Килешетĕп санпа. Анчах та ÇЫРУРА (текстра) пĕр предложенире *вĕлтрен*, тепринче *вĕлтĕрен*куçа тăрăнать пулсан? Эсĕ çакна апла та капла та юрать тесе каласшăн-и?
Agabazar // 4105.19.0652
2020.01.23 02:14
Agabazar
Пуплевре ялан тулли форма е ялан кĕске форма пулмалла текен саккун çук.

Комбинацисем хуть те мĕнле те пулма пултараççĕ. Калаçу юхăмне кура е рифмăсемпе ритмсем тăвас шутпа хуть мĕнле майлашатар. Чару çук.

Çук çав, çук!
Евгений Мадуров // 3737.31.3653
2020.01.23 12:31
Çыруллăх культури пулмалла. Апла та, капла та юрать тени - вырăнсăр.
Виталий Михайлов // 2853.94.9195
2020.01.25 23:15
ВСтанйал тесе çырнă пулсан тулли акросăвă пулатчĕ....

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем