Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.0 °C
Шӑтӑк шӑрҫа ҫӗрте выртмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Чӑваш ҫамрӑкӗсем хӑйсен сӑввисемпе ӑмӑртнӑ

Ӗҫ Интернет лавккана аталантарас енӗпе партнет шыратӑп. Паллашу Zoom урлӑ.
Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ илемлӗ ялти пурнӑҫа килӗштерекен хӗр-хӗрарӑмпа паллашса Ҫемье ҫавӑра...
Сутатӑп Тĕртнĕ(пусма) маска , 100 тенкĕпе сутатăп
Таисия Ташней 16.12.2019 06:26 | 474 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Чӑваш Енри техникумсемпе колледжсенче вӗренекен ҫамрӑксем мӑшӑррӑн тухса сӑвӑ калас енӗпе тупӑшнӑ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне студентсен хӑйсен сӑввисемпе хутшӑнма тивнӗ.

Республика шайӗнче йӗркеленӗ конкурсӗн — поэзи баттлӗн куҫӑн тапхӑрӗ Регионсем хушшинчи компетенци центрӗнче – Шупашкарти электромеханика колледжӗнче иртнӗ. Ҫамрӑксен пултарулӑхне сумлӑ тӳресен ушкӑнӗ хакланӑ. Тӳресен ертӳҫи Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артисчӗ, Чӑваш патшалӑх культура тата ӳнер институчӗн доценчӗ Владимир Григорьев пулнӑ.

Конкурсӑн куҫӑн турӗнче Регионсем хушшинчи компетенци центрӗн – Шупашкарти электромеханика колледжӗн студенчӗ Евгений Морозов ҫӗнтернӗ. Иккӗмӗш вырӑна Шупашкарти Н.В. Никольский ячӗллӗ професси колледжӗнчи Татьяна Ефимова тата Сӗнтӗрвӑрринчи технологи техникумӗнчи Екатерина Короткова тухнӑ, виҫҫӗмӗшне — Шупашкарти экономикӑпа технологи колледжӗнчи Егор Изосимов.

Конкурса хутшӑннӑ ҫамрӑксене тӗрлӗ номинаципе хакласа та хавхалантарнӑ.

#конкурссем, #пултарулӑх, #ҫамрӑксем, #театрсем, #техникумсем, #колледжсем, #Шупашкар, #Сӗнтӗрвӑрри

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Медальона тивӗҫнӗ ҫамрӑка Элтепер саламланӑ
2019, 08, 28
Чӑваш кӗнеке издательстви ҫамрӑк талантсен хушшинче конкурс ирттерет
2019, 11, 07
Чӑваш кулинарӗсем Узбекистанра апат пӗҫернӗ
2019, 11, 13
Аслашшӗн ашшӗне халалласа календарь хатӗрленӗ
2019, 11, 15
Вӗренӳ заведенийӗсем Мускав укҫине илӗҫ
2019, 12, 02

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org