Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -16.0 °C
Чӑхӑ пӗрчӗн сӑхсах тутӑ пулать.
[ваттисен сӑмахӗ: 2394]
 

Культура: Францири телей кайӑкӗ чӑвашсем патӗнче упранӗ

Паллашу Ырӑ чунлӑ, ӗҫчен, ырӑ кӑмӑллӑ ял пурнӑҫне килӗштерекен хӗр упраҫпа Туран трекӗ ...
Паллашу Ҫемье ҫавӑрас тӗллевпе арҫынпа паллашатӑп ( ӗҫчен, начар привычкӑсӑр, пӗчӗк мар...
Ӗҫ Интернет лавккана аталантарас енӗпе партнет шыратӑп. Паллашу Zoom урлӑ.
Галина Никитина 13.12.2019 17:56 | 433 хут пӑхнӑ
Культура
 Алмаз Фаттахов сӑнӳкерчӗкӗ
Алмаз Фаттахов сӑнӳкерчӗкӗ

Раштав уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Тутарстанри Анат Камӑри Чӑваш наципе культура центрӗ 30 ҫулхи юбилейне тата Чӑваш гимназийӗ уҫӑлнӑранпа 20 ҫул ҫитнине уявланӑ.

И. Садыков ячӗллӗ ачасен пултарулӑх центрӗнче иртнӗ савӑнӑҫлӑ каҫа Францирен Галина Спиридонова та килсе ҫитнӗ. Вӑл хӑйне пӗр хрантсус 1942 ҫулта ӑсталанӑ телей кайӑкне илсе килнӗ. Ӑна Галина Михайловна 34 номерлӗ гимнази-интернат директорне (вӑлах Анат Камӑри ЧНКЦ Канашӗн ертӳҫи иккен) Галина Ляховӑна панӑ.

Тутарстанри чӑвашсен «Сувар» хаҫатӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи вӑхӑтӗнче Францине тыткӑна лекнӗ совет салтакӗсене илсе пынӑ. Пӗчӗк хрантсус вӗсене шеллесе вӑрттӑн апат ҫитернӗ. Пӗр салтакӗ ҫав ачана алӑ вӗҫҫӗн тунӑ куйкӑрӑша парнеленӗ. Малашне ҫав реликви Анат Камӑра упранӗ.

#Тутартсан, #МИХсем, #шкулсем, #чӑвашлӑх, #культура, #Анат Камӑ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Чӗмпӗрте ҫӗнӗ пыл уявӗ иртӗ
2019, 08, 01
«Чӑвашла пӗлнӗрен пушшех ҫӑмӑл»: оператор аллӑ ҫулхине уявланӑ
2019, 08, 16
Сантӑр Савкилта BBC радиовӗнче вак чӗлхесем пирки калаҫнӑ
2019, 10, 05
Пӗрремӗш канал журналисчӗсене хуран кукли килӗшнӗ
2019, 11, 24
«Урал сасси» хаҫатӑн 30 ҫулхине уявлӗҫ
2019, 12, 05

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org