Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -10.0 °C
Пилӗкне хытӑ ҫых, ӑсна ҫирӗп тыт.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Лидия Царева 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ

Паллашу Ырӑ чунлӑ, ӗҫчен, ырӑ кӑмӑллӑ ял пурнӑҫне килӗштерекен хӗр упраҫпа Туран трекӗ ...
Паллашу Ҫемье ҫавӑрас тӗллевпе арҫынпа паллашатӑп ( ӗҫчен, начар привычкӑсӑр, пӗчӗк мар...
Ӗҫ Интернет лавккана аталантарас енӗпе партнет шыратӑп. Паллашу Zoom урлӑ.
Софья Савнеш 06.12.2019 17:56 | 388 хут пӑхнӑ
Персона
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Патӑрьел районӗнчи Татмӑш ялӗнче пурӑнакан Лидия Царева ӗнер 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Сумлӑ уявпа саламлама ӑна тӑванӗсем, тӳре-шара килнӗ, РФ Президенчӗн Владимир Путинӑн саламлӑ ҫырӑвне илсе ҫитернӗ.

Лидия Царева Комсомольски районӗнчи Нӗркеҫ ялӗнче нумай ачаллӑ ҫемьере ҫуралнӑ. Пулас мӑшӑрӗпе Йӑванпа вӑл лармара паллашнӑ. Ҫамрӑксем пӗрлешнӗ, туй хыҫҫӑн икӗ кунран упӑшкине финн вӑрҫине илсе кайнӑ. Вӑрҫӑра вӑл 1943 ҫулччен пулнӑ, амансан киле таврӑннӑ.

Литюкпа Йӑван 5 ачана пурнӑҫ парнелесе воспитани панӑ. Мӑшӑр 57 ҫул пӗрле пурӑннӑ, ҫемье пуҫӗ 1996 ҫулта пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Халӗ кинемейӗн 8 мӑнук, вӗсен 13 ачи пур. Лида аппа ывӑлӗн Петьӑн ҫемйипе пурӑнать.

#Патӑрьел районӗ, #Татмӑш, #Комсомольски райлнӗ, #Нӗркеҫ, #юбилейсем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/61298
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Юрий Исаев — 50 ҫулта
2019, 02, 13
Чӗлхе тӗпчевҫине Хисеп грамотипе чысланӑ
2019, 02, 15
Лаврентий Таллерова халалласа ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ иртнӗ
2019, 02, 19
Василий Кервен 70 ҫул тултарнӑ
2019, 02, 18
Ева Лисинан кӗнеки Японире пичетленнӗ
2019, 07, 24

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org