Тӗнчере
![]() Никита Тӗнче мӑшӑрӗпе Настьӑпа тата хӗрӗпе Аяранпа ҫул ҫӳреве тухса кайнине Чӑваш халӑх сайтӗнче эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Халӗ Никита Америкӑра ӗҫ шырать. Ҫакӑн пирки вӑл пӗр видеохостингра пӗлтернӗ. Аса илтерер: Никита Тӗнче ҫемйи ҫу уйӑхӗн вӗҫӗнче Европӑна велосипедсемпе тухса кайнӑччӗ. Виҫӗ уйӑхра ҫемье чылай ҫӗршывра пулчӗ. Кайран йыш Африкӑна кайрӗ. Унта вӗсем паромпа ҫитнӗ. Мароккӑри Касабланка хулинчен ҫемье Ҫурҫӗр Америкӑна вӗҫсе кайнӑ. Халӗ вӗсем Нью-Йоркри Бруклин районта тӗпленнӗ. Унта вӗсене поляксен ҫемйи йышӑннӑ. Халӗ Никита хӑйне валли ӗҫ шыранине пӗлтернӗ. Тӗнчесесем Америкӑра хӗл каҫма ӗмӗтленеҫҫӗ. Ҫемье хӑйсене укҫапа пулӑшнисене (кам 50 тенкӗ, кам 100, кам 7 пус куҫарса панӑ) тав тӑвать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |