Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Тумлам шыв та тинӗсе пулӑш.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Америкӑра чӑвашсен пӗрлӗхне йӗркеленӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Таисия Ташней 10.11.2019 13:58 | 2504 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх

«Тӗлӗнмелле!!! Чӳк уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенче Чӑвашсен пӗтӗм тӗнчери ассоциацине йӗркеленӗ», — ҫапла пӗлтернӗ Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫӑсен союзӗн правленийӗн председателӗ, «Хыпар» издательство ҫурчӗн «Тӑван Атӑл» журналӗн редакторӗ Лидия Филиппова мессенджерсенчен пӗринчи ушкӑнра пӗлтернӗ.

Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенче Чӑвашсен пӗтӗм тӗнчери ассоциацийӗн президенчӗ пулма Майяминче пурӑнакан Валерия Лукьянова суйланӑ. «Чӑн-чӑн чӑваш ниҫта та пӗтмест! Надежда Николаевна Сандркина, Валерий Николаевич Лукьянов, тав сире ҫавӑн пек чӑваш чунӗллӗ пулнӑшан, халӑха пӗрлештернӗшӗн», — тесе ҫырнӑ Лидия Филиппова.

Надежда Сандркина — марафонка. СССРӑн пӗрлештернӗ командинче пулнӑ. Чӗмпӗр облаҫӗнчи Чӑвашкассинче ҫуралнӑ.

#чӑвашсем, #чӑвашлӑх, #АПШ, #пӗрлӗхсем, #Чӗмпӗр облаҫӗ, #Чӑвашкасси

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Вулакан // 3521.2.7591
2019.11.10 17:46
Ӑҫта тӗплӗнрех пӗлме, вулама пулать?
Agabazar // 2933.86.2934
2019.11.10 18:49
Agabazar
Хура ÿтлĕ мĕриккансам пире майлă тесе ăнланмалла-и?
Микула // 9259.3.8429
2019.11.11 20:03
Америки хулинчи пӗр хула тӳремне чӑвашла ят памаллах кун ячӗпе. Чӑвашсене визӑсем уйрӑм ҫӑмӑллӑхпа пама килӗшӳ тумалла. Турцинче пермаях чӑваш юррисем янраҫҫӗ телекуравсенче,унта та палӑртмалла чӑваша. Тем тесен те америка халӑхӗпе чӑвашсен пӗр енлӗхе пурах. Америкӑна та Хусан ханлӑхне те тӗрлӗ халӑх пуҫтарӑннӑ-"мнози варвары из разных земель". Вырӑс летописӗнче "варвары" тенине "чи хисеплӗ те хастар ҫынсем" тесе куҫармалла.
Станьял // 3791.44.6156
2019.11.12 17:25
ЧР тава тивӗҫӗ артистне ВН.Лукьянова = тавах, тӑванӑм! Тинех! Ытти Штатсенче те чӑвашсем тата чӑваш юнӗллӗ пӗлӗш-тӑвансем сахал мар. Халь вӗсене пӗрле явӑҫтармалла ӗнтӗ.
Кунти халӑха Ассоциацин ҫыхӑну адресне парӑр, вӗсем сире унти ентешсен адресӗсене пӗлтерӗҫех тетӗп.Малалла!
Шанчак // 1012.26.1695
2019.11.13 05:03
Питӗ лайӑх хыпар!
Agabazar // 3844.1.3921
2019.11.13 09:37
Agabazar
Микула, пӑшал йӑтса хурала ҫуренипех Америкӑна кайса ҫӳремелӗх укҫа пухаймастӑн. Виза пуррипе ҫукки санпа маншӑн ниме те пӗлтермест.
Эпир визӑсӑрах Арманкасран Тукаса, Анаткасран Лешкаса ҫуреме пултаратпӑр. Ҫакӑ пире мӑй таран ҫителӗклӗ. Унран ытла ним те кирлӗ мар.
Интернетра, ютубра, Надежда Николаевна Сандркинапа ҫыхӑннӑ видеосем пур. Пӗринче вӑл юрласа купӑс калать ("Вӑрмана кӗнӗ чух...").
https://www.youtube.com/watch?v=dCBjX7Ei4vs

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем