Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ӗҫчен ҫыннӑн ыйхи кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Ҫеҫпӗл ятне чӑвашла ҫырма чӑнах та васкани чӑрмантарнӑ-ши?

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 02.11.2019 08:30 | 16464 хут пӑхнӑ
Харпӑр шухӑш Чӑваш чӗлхи

Васка-васка пурнать чӑваш. Ӑна тумалла, кӑна тумалла... Ҫак васкавра вара хӑйӗн пирки шухӑшлама та вӑхӑт ҫук. Чи малтан йӗри-тавра ҫавнашкалах чупса та хӑшкӑлса ҫӳрекен халӑх кӑмӑлне тивӗҫтермелле. Кайран тин вара хӑй пирки те шухӑшлама вӑхӑт тупӑнасса шанать пулас. Ҫапла май чупса та васкаса ҫӳрет ӗнтӗ.

Ҫамрӑксен театрӗн ҫӗнӗ ҫуртне уҫаҫҫӗ. Хитре те илемлӗ. Мӗншӗн-ха эсир вара, Ҫеҫпӗл ячӗпе хисепленсе тӑракансем, вырӑсла кӑна ҫырса хунӑ-ха тесен — хуравӗ питӗ ансат иккен: вӑхӑт пулман. Вырӑсла ятне, туллин ҫырса хума кунӗ-ҫӗрӗпех шухӑшланӑ пулать пулас та чӑвашла, тӑван чӗлхепе те ҫырмалли пирки пуҫа кӗмен пулас. Уҫнӑ хыҫҫӑн тин, ҫынсем асӑрхаса тӗлленӗ хыҫҫӑн, «вӑхӑт ҫитмен» тесе тӳрре тухма хӑтланаҫҫӗ.

Чӑваш чӗлхине республикӑра ҫӳп-ҫап вырӑнне хуни пирки мӗн чухлӗ шавламаҫҫӗ, мӗн чухлӗ сӑмах хускатмаҫҫӗ — ӗҫӗ-пуҫӗ вара пӗрре те вырӑнтан хускалмасть. «Тен, асӑрхамӗҫ те» тесе ӗҫлеҫҫӗ-ши? Этем текенни йӑнӑш ҫинче вӗренмелле пек те, анчах ҫак ӗҫре вара темшӗн пӗрре те вӗренесшӗн мар. Кашнинчех ҫав «кӗрепле» ҫине пусса, авринчен ҫамккисене ҫаптараҫҫӗ (мазохистсем тейӗн!). Юханшыв портӗнче ҫаплаччӗ — вырӑсла та акӑлчанла та ҫырма май тупнӑччӗ, чӑвашла вара халӑх ыйтсан ҫеҫ ҫурт тӗпне шӑрҫаласа хунӑччӗ. Туристсем валли хатӗрленӗ кӑтартмӑшсенче те чӑвашлине «Ирӗклӗх» пӗрлӗх асӑрхаттарнӑ хыҫҫӑн ҫеҫ хушрӗҫ. Мӗн, ун хыҫҫӑн ӑса кӗчӗҫ-и? Ҫук! Тепӗр ҫул урӑхлисене вырнаҫтарчӗҫ — унта та чӑвашлисене ҫырма «манчӗҫ». Ку хутӗнче вара хушса тӑмарӗҫ — укҫа ҫук тесе «хӑтӑлчӗҫ». Паянхи куна та ҫырман. Шупашкарти чарӑну вырӑнӗсене ҫӗнетнӗ май та чӑвашла ҫырма «маннӑччӗ» — аса илтернӗ хыҫҫӑн ҫеҫ республикӑри икӗ патшалӑх чӗлхипе те ҫырса хума май тупрӗҫ.

Ҫамрӑксен театрӗн ҫурчӗ ҫине чӑвашла ҫырманнин сӑлтавӗ вӑхӑт ҫитменнинче мар ӗнтӗ — яланхилле «маннинче», пуҫра та пулманнинче. Ҫак вӑхӑта ҫити те театрӑн ятне чӑвашла куҫармасӑр хӑварманах ӗнтӗ. Пур вӑл вӗсен. Официаллӑ хучӗсенче пулмалла. Хӑйсен пурнӑҫӗ йӑлт вырӑсла иртнӗрен ӗнтӗ чӑвашли пирки сайра-хутра ҫеҫ аса илеҫҫӗ. Чӑвашли те кирли пирки асра тытнӑ пулсан — ҫурт ҫамкинче чӑвашли валли вырӑн хӑварӗччӗҫ — кунта вара, тӳрех курӑнать, вырӑсла ят валли ҫеҫ вырӑн уйӑрнӑ.

Ҫак «манаслӑх» чирӗнчен тӑван халӑх, уйрӑмах тӗрлӗ йышши ӑшӑ пукан йышӑнакансем, хӑҫан сывалӗ-ши? Е курмӑш пулсах тӑван халӑх культурин чи пӗлтерӗшлӗ паллине ҫухатма тӗллев лартнӑ?

Калӑпӑр, республикӑра пурӑнакансенчен миҫе проценчӗ кӑҫал Кӑк халӑх чӗлхисен пӗтӗм тӗнчери ҫулталӑкӗ пынине пӗлет-ши? Театр ҫулталӑкӗ тесен пурте тенӗ пекех пӗлеҫҫӗ пуль. Пирӗн тӑван чӑваш чӗлхине пырса тивекенни, пӗтӗм тӗнче палӑртаканни пирки вара ытлашшиех шарламаҫҫӗ. Влаҫ органӗсен сайтнех уҫса пӑхӑр — театр ҫулталӑкӗпе баннер пур, ПНО (ООН) пӗлтернӗ ҫулталӑк пирки вара — ним те ҫук. Культура министерствин сайтне уҫса пӑхӑр — ҫук. Вӗренӳ министерствин сайтӗнче те кунашкал баннера тупаймӑр. Ҫулталӑкӗ иртсе те каять темелле — икӗ уйӑх ҫеҫ юлчӗ... Ыттисем вара, сӑмахран, — темӗн чухлех. Хыпарӗсене пӑхӑр — чӑвашлисене пач та курма ҫук темелле, икӗ министерстви та вырӑслисене кӑна вырнаҫтарать. Ыттисем пирки калаҫу та ҫук. Спорт, экономика тата ытти сферӑсенче чӑваш чӗлхипе те усӑ курма пуласси вӗсемшӗн ҫав тери тӗлӗнтермӗш япала пулас.

Чӑвашла ҫырни вара ҫав тери вырӑнсӑр-ши? Е национализмран ҫав тери хӑраса (ку термина шовинизм шайне антарса лартса) ҫырмасӑр тӑраҫҫӗ-ши? Маларах ҫырнӑ-ҫке! Никам та йӗрӗнмен. Халь мӗн чарать?

Сӑнсем ҫинче: 1), 2) — Шупашкар районӗ, Шоркка арманӗсен хурал пӳрчӗ ҫине ҫырнӑ транспорантсем; 3), 4) Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Вӑта Пукаш ялӗнче тӗл пулнӑ табличкӑсем (тутӑхса кайнӑ, ҫутӑ юписем ҫинчеччӗ). Автор сӑнӳкерчӗкӗсем.

 

Чӑвашла ыйтсан, чӑвашлине ыйтсан хӑвӑрт кӑна «националист» ярлӑк ҫакса яма юратакансем питӗ йышланса кайрӗҫ. Ҫавсене пула-ши? Ку термина хӑйсем тӗрӗс ӑнланайсан татахчӗ... Ҫук вӗт, «националист» тесе вӗсем «шовинист» тесшӗн. Ҫыннӑн хӑйӗн тӑван халӑхне пӗрре те юратма юрамасть иккен, юттине кӑмӑлламалла, ют культурӑшӑн тар тӑкса ӗҫлемелле. Вара ун пек чухне тин эс «йӗркеллӗ» ҫын, ыттисенчен уйрӑм мар. Хӑйсен чӑвашлӑхне ҫак сӑлтава пулах миҫе ҫын пытармасть-ши? Чӑвашли ҫав ӑҫтиҫук ҫынсен кӑмӑлне ан пӑстӑр тесе чӑваш вырӑсла юрӑ ярать е ют чӗлхеллине.

Тем тесен те влаҫрисен ку ыйту ҫивӗчленсе ҫитни пирки ӑнланса илмеллех. Пытарса, курмӑш пулса пурӑннипе вӑл хӑй тӗллӗн татӑлмӗ. Халӑха (унсӑр пуҫне хӑйсене те) чӑвашли те кирли пирки, чӑвашли те йӗркеллӗ япала пирки ӑнлантарса пама вӑхӑт тупмаллах!

ХК: ку статьяна, паллах, ҫамрӑксен театрне хирӗҫлес тесе ҫырман — паянхи лару-тӑрӑва сивлесе ҫырнӑ. Ҫамрӑксен театрӗнче хура чунлӑ ҫынсем ӗҫлемеҫҫӗ, хамӑрашкалах чӑвашсемех вӑй хураҫҫӗ. Чӑвашлине ыйтнӑ хыҫҫӑн ҫеҫ ҫырса хуни (хӑш чухне пӗтӗм вӑя хурса ҫакна хирӗҫ тӑраҫҫӗ) тахҫанах йӑлана кӗрсе кайнӑ — статьяна ӑна сивлесе хатӗрленӗ.

ХК2: Елена Васильевна Николаева, театр директорӗ, шӑнкӑравларӗ. Каҫару ыйтатӑп. Ку статьяна хур тӑвас тесе ҫырман — тӗллевӗ чӑвашла ҫырма «маннине» сивлесси пулса.

Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

#Шупашкар, #политика, #ҫӑмрӑксен театрӗ, #чӑваш чӗлхи

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Микула // 9259.3.8429
2019.11.07 06:10
Хусанта кашни ҫулах тутарла ӳстермелли ача сачӗсем хутшӑнса пыраҫҫӗ. Ҫӗр патне яхӑн вӗсем. Пирӗн Шупашкарта пӗрре те ҫук. Ку тӗслӗх мӗн пирки калать? Ку тӗслӗх наци интеллигенци тата чиновниксен шайне ,пахалӑхне палӑртса парать. Кӗскен каласан пӗтемпех,пӗтӗм "парти" условна майпа ҫеҫ юрӑхлӑ? Хусанти ҫынсен шалу та пысӑкрах ачисене тутарла вӗрентме те майсем ытларах.Пирӗн кильте кӑна ,ӗҫ укҫи вара туллашра кӑна пысӑкрах.
Кунта "чӗлхе ыйтӑвӗсем расна" тесе халӑха улталаса ан ларӑр. Шкулта "топровольно" тунипе театр ҫинче чӑвашла ятне ҫырасси "топровольно" пулни пӗрех. Ӗҫ укҫи пӗчӗк пулнипе чӗлхе статусне пӗчӗклетни пӗр япалан тӗрле енӗсем кӑна,пӗр ҫӗртрен хушусем .
Agabazar // 9685.8.4174
2019.11.07 06:28
Agabazar
Микула, "топровольнă" текеннине санпа иксĕмĕр çеç мар, Валери Туркайсем те алхапăл çапса аркатаймĕç. Мĕншĕн тесен унашкал йĕркене чи çÿллĕ шайра (татах та çÿллĕрех шай çук!) палăртнă.
Микула // 9259.3.8429
2019.11.07 06:36
Ӑслӑрах пулсан,Акапасар, ерӳтӳҫисем тата совӑҫлӑрах "топровольно" тенине те чӑваш енне ҫавӑрма пултарнӑ пулӗччӗ ?
Чӑннипе мӗн пирки тавлашу кунта ? Каҫарӑр та ,пурне тен килӗшмӗ,анчах та калам. Пӗр витре шыв сапмасӑр,вӑранмӑр.Ытарлӑрах калама тивет.
Чӑннипе Шупашкарта театрсенчен урама чӑваш чӗлхи тухнӑ-и хӑҫан та пуллин ? Ытлар ҪУК темелле. Пӗр Республика кунӗсӗр пуҫне. Чӗлхе тат культура резерваци е гетто пек пула пуҫланӑ вӗсем ? Ытти ҫӗртре чӑваш утравӗсем Шупашкарта ҫук пулсан ,сарӑлма май ҫук пулсан,хумӗсем ҫыранне те ишсе пыраҫҫӗ пулсан ... Паллах чи кирли , паян , ятран мала шутлаттарма чарни. Чи кирли чӑвашла ячӗ.Ытти пирки ан та шутлӑр.
Agabazar // 9685.8.4174
2019.11.07 06:43
Agabazar
Сан валли, Микула, урăх ертÿçĕсем çук. Кĕсйерен туртса кăлараймастăн.

Кармаçăвар ан пул, Микула. Шутласа калаç.
Микула // 9259.3.8429
2019.11.08 02:48
Шутланӑ Акапасар,шутланӑ. Паян урӑх ертӳҫӗсем ҫук пулсан ыран пулӗҫ. Паянах ыранхи пирки шутламалла. Театр ятне чӑвашла ҫырманни паянхи пурнӑҫӑн сӑнӗ кӑна тата чиновниксен шайӗ.
Вот и // 1300.38.5813
2019.11.08 08:46
правильно Микула, "хочешь размешить Бога - расскажи Ему о своих планах".
Хула ачи // 1726.84.3785
2019.11.08 10:10
Ыран урӑх ертӳҫӗсем пӗлӗтрен ӳкӗҫ им?.Хӑвах куран Ҫеҫпӗл ячӗпе витӗнеҫҫӗ те вӗсем, ӗҫ тунӑ.Театӑрӗнче репертуарӗ ҫурри ытла вырӑсла. Гардеробра е буфетра не знаю по чувашски тесе хурма та вӑтанмаҫҫӗ хӑйсен.
Атнер // 5017.1.9436
2019.11.08 19:00
Вырӑссен паллӑ журналистне Владимир Долгова ыйтас ку театӑрти буфетпа гардеробра чӑвашла хуравлама пултарассине.Пустуй Атӑл хӗрринчи нушниксене тӗрӗслесе ҫӳрет.
Agabazar // 5278.0.0449
2019.11.08 19:19
Agabazar
Ĕнтĕ журналистсене халăхсене валеçсе пама пуçларăмăр-и?
Пĕрне — вырăссене, теприне — чăвашсене, виççĕмĕшне — ....

Атнер — вырăссен паллă фрезеровщикĕ?
Микула // 9259.3.8429
2019.11.09 07:56
Чи кирли паян ӐНЛАНАССИ. Мӗнле "ИЗМ" паян ҫӗршывра хуҫаланать ? Кайран ыран мӗн пуласси ҫинчен шутлама пултаратӑр.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем