Хулара
![]() Шупашкарти Мир проспектӗнчи 21-мӗш ҫуртра пурӑнакансем кӳршисем тӗлӗшпе ҫӑхавласа ывӑнса ҫитнӗ. Лешсем хваттерне питӗ тирпейсӗр тытнӑ, ҫӳп-ҫаппа тултарнӑ. Муниципалитет хваттерӗнче виҫӗ ҫынран тӑракан ҫемье пурӑннӑ. Вӗсем унта 1989 ҫултанпа тӗпленнӗ, анчах юлашки ҫулсенче хваттер свалкӑна ҫаврӑннӑ. Ҫавна май унтан ырӑ мар шӑршӑ кӗнӗ, хурт-кӑпшанкӑ ӗрченӗ. Коммуналлӑ тӑкаксемшӗн парӑм пулман. Ҫапах суд социаллӑ найм килӗшӗвне пӑрахӑҫлама йышӑннӑ, пурӑнакансене урӑх хваттер памасӑр кӑларса янӑ. Каласа хӑварар: ҫак хваттерпе «Шупашкарти ҫурт-йӗр фончӗн управленийӗ» икӗ ҫул ӗҫленӗ. Пӗлтӗр раштав уйӑхӗнче суда панӑ, кун хыҫҫӑн та лешсем хӑнк та туман. Суд иккӗмӗш хут пулнӑ, унта ҫемьене хваттертен кӑларса яма йышӑннӑ. Ҫемьен Хевеш урамӗнче те хваттер пур-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |