Шупашкарта пурӑнакан арҫын вӑрттӑн камерӑпа усӑ курса хӗрарӑмсен юбки айне пӑхнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Кун хыҫҫӑн арҫын обществӑна сиен кӳнине саплаштарас тесе ача-пӑча фондне укҫан пулӑшнӑ.
Кӑҫал ҫӗртме уйӑхӗнче 55-ри арҫын видеокамерӑран, сумкӑран тата пенопласт татӑкӗнчен визуаллӑ информаци паракан хатӗр ӑсталанӑ. Кунашкаллисемпе Раҫҫейре усӑ курма юрамасть.
Хайхискер ҫын нумай ҫӳрекен вырӑнта хӗрсен кӗпи айӗнчи кӗлетке пайӗсене вӑрттӑн сӑнаса ҫӳренӗ. Иртен-ҫӳрен ҫакна асӑрхасан полици чӗннӗ.
Арҫын айӑпне йышӑннӑ. Ача-пӑча фондне пулӑшнине, унччен судпа айапланманнине шута илсе суд ӗҫе чарса лартнӑ, суд штрафӗ, 15 пин тенкӗ, тӳлеттернӗ.