Чӑваш Енре туса илекен апат-ҫимӗҫ Африкӑна ӑсанӗ. Ҫак хыпара эпир ЧР Ял хуҫалӑх министерстви хыпарлани тӑрӑх пӗлтӗмӗр.
Сочи хулинче «Россия-Африка» (чӑв. Раҫҫей-Африка) саммит иртнӗ май курав йӗркеленӗ. Унта Раҫҫей Ял хуҫалӑх министерстви аграри предприятийӗсен ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарма май туса панӑ. Ведомство «Агроэкспорт» федераци центрӗпе пӗр шухӑшлӑ пулса 27 предприятипе паллаштарнӑ. Вӗсем пурте — хӑйсен продукцине Африкӑна ӑсатас кӑмӑллӑ. Раҫҫейри 27 предприяти йышӗнче Шупашкарти «Акконд» предприяти те пулнине палӑртмалла.
Африкӑна ӑсатакан продукци калӑпӑшне Раҫҫей ӳлӗмрен икӗ хут ӳстерме палӑртать. Ҫавӑн пирки РФ ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ Сергей Левин пысӑк трибуна умӗнчех каланӑ.