Кӳршӗре
![]() халӑх тетелӗнчи сӑн Юпа уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Чулхула облаҫӗнчи 17-мӗш колони-поселенирен преступник тарнӑ. Вӑл – Канашра ҫуралса ӳснӗ 49 ҫулти Сергей Колоколов. «Преступлени» тӗнчине ӑна «Колокольчик» хушма ятпа пӗлеҫҫӗ. Вӑл колоние 3 ҫул та 6 уйӑхлӑха пӑшал хатӗрленӗшӗн, ӑна упранӑшӑн лекнӗ. Колокольчика Канашсем лайӑх пӗлеҫҫӗ-мӗн. 2000-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнче вӑл хулана хӑратса тӑнӑ, пӑшалтан пӗр шутламасӑрах пенӗ. Полицейскисем, ОМОН таркӑна кунӗ-ҫӗрӗн шыраҫҫӗ. Сергей Колоколов хӑрушлӑх кӑларса тӑратма пултарать, ӑна курсанах полицие шӑнкӑравламалла. Палӑртмалла: вӑл унччен судпа темиҫе хутчен айӑпланнӑ. Сергей Колоколов 180 сантиметр ҫӳллӗш, «р» саспаллие калаймасть. Тарнӑ чухне хура калпак, тӗттӗм сӑран куртка тӑхӑннӑ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |