Уильям Кэлин, Грэг Семенца американсем тата Аслӑ Британири Питер Рэтклифф кӑҫал Нобель премине тивӗҫнӗ. Вӗсем Чӑваш Енри тӗп халӑхӑн ӑруран ӑрӑва куҫакан чирне тӗпченӗ. Ӑсчахсем клеткӑсем юнри кислород шайне мӗнле витӗм кӳнине тӗпченӗ.
Вӗсене ҫак ӗҫе туса ирттерме чӑвашсен полицитемийӗ (кӗлетке ытлашши нумай хӗрлӗ юн клеткисем кӑларни) пулӑшнӑ. Кунашкал чир чӑвашсен, марисен тата удмуртсен ҫеҫ тӗл пулать. Полицитемие пула ҫынсен час-часах тромбоз пулать, ҫамрӑк чухнех ишеми, геморраги инсульчӗ аталанаҫҫӗ.
Ку чире иртнӗ ӗмӗрӗн 60-мӗш ҫулӗсенче Лидия Полякова гематолог тупса палӑртнӑ. 21-мӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗнче вара ӑсчахсем ҫакӑ VHL ген мутацине пула пулнине палӑртнӑ.
Agabazar // 4243.27.2190
2019.10.11 22:30 | |
Agabazar // 4243.27.2190
2019.10.11 22:39 | |
Тĕрĕс ăнлантару ак çапла пулмалла.
Чăваш полицитемийĕ текеннине шута илни ăславçăсене юнри кислород шайĕ еплерех майлашанса пынине чухламашкăн пулăшнă. |
Тĕрĕс мартарах çавăрттарса хунă ытти вырăнсем те пур.