Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.3 °C
Кушака — кулӑ, шӑшие — вилӗм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Аркадий Айдак ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Аçтахар Плотников 10.09.2012 20:55 | 2502 хут пӑхнӑ

Ӗнер, авӑнӑн 9-мӗшӗнче, производство йӗркелӳҫи, 1964-2007 ҫулсенче «Ланинская искра» колхозӑн председателӗнче вӑй хунӑ Аркадий Павлович Айдак вилсе кайнӑ.

Сывпуллашу ыран, авӑнӑн 11-мӗшӗнче, Етӗрне районӗнчи Тури Ачак ял клубӗнче 12:00-13:00 сехетсенче иртӗ.

Айдак Аркадий Павлович 1937 ҫулхи ҫӗртмен 7-мӗшӗнче Етӗрне районӗнчи Чурпайра ҫуралнӑ. 1961 ҫулта И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагигика институчӗн историпе филологи факультечӗн вырӑс-чӑваш уйрӑмне пӗтерсе аслӑ пӗлӳ илнӗ. 1960 ҫулта ПСҪЛКС Чӑваш обкомӗн вӗренекен ҫамрӑксен инструкторӗ, 1961 ҫулта — ССКП Етӗрне райкомӗн пропагандисчӗ, ПСҪЛКСӑн Етӗрне райкомӗн пӗрремӗш секретарӗ пулнӑ. 1962 ҫулта «Ленинская искра» (чӑв. «Ленин хӗлхемӗ») колхозӑн пӗрремӗш парторганизацийӗн секретерӗнче тӑрӑшнӑ.

1964 ҫултанпа вара 43 ҫул «Ленинская искра» колхозӑн председателӗ пулса ӗҫленӗ. Вӑл ертсе пынипе колхоз пӗтӗм СССРӗпе чапа тухнӑ. Аркадий Павлович колхоз ертӳҫинче ларнӑ вӑхӑтра 270 гектар ҫӗнӗ варман лартнӑ, 84 гектар лаптӑклӑх 64 пӗве хывнӑ, «Ачак» этно-ҫутҫанталӑк паркне тата юланутҫӑсен шкулне (35 юланут) уҫнӑ, шкулсем, клубсем, санаторий туса лартнӑ.

Аркадий Айдака СССР халӑх депутатне (1989), Чӑваш АССРӗн Аслӑ Канашӗн депутатне (1085) суйланӑ. Унсӑр пуҫне вӑл районти тата ял совечӗсен депутачӗ те пулнӑ.

Чылай орденсемпе чысланӑ ӑна: Ӗҫлӗ Хӗрлӗ Ялав орденӗпе, Хисеп орденӗпе. СССР ВДНХ ылтӑн медалӗпе тата ытти медальсемпе наградӑланӑ. Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ (1994), Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ (1997), Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ (1979), РСФСРӑн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ (1985), Раҫҫей Федерацийӗн хисеплӗ ҫӗрйӗркелӳҫи.

#Етӗрне районӗ, #ҫухатусем, #Тури Ачак, #Чурпай

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем