Айдак Аркадий Павлович — паллӑ ҫӗрйӗркелӳҫӗ. 1937 ҫулхи ҫӗртмен 7-мӗшӗнче Етӗрне районӗнчи Чурпайра ҫуралнӑ. 2012 ҫулхи авӑнӑн 9-мӗшӗнче ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ (1994), Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ (1997), Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ (1979), РСФСРӑн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ (1985), Раҫҫей Федерацийӗн хисеплӗ ҫӗрйӗркелӳҫи.
1961 ҫулта И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагигика институчӗн историпе филологи факультечӗн вырӑс-чӑваш уйрӑмне пӗтерсе аслӑ пӗлӳ илнӗ. 1960 ҫулта ПСҪЛКС Чӑваш обкомӗн вӗренекен ҫамрӑксен инструкторӗ, 1961 ҫулта — ССКП Етӗрне райкомӗн пропагандисчӗ, ПСҪЛКСӑн Етӗрне райкомӗн пӗрремӗш секретарӗ пулнӑ. 1962 ҫулта «Ленинская искра» (чӑв. «Ленин хӗлхемӗ») колхозӑн пӗрремӗш парторганизацийӗн секретерӗнче тӑрӑшнӑ.
1964 ҫултанпа вара 43 ҫул «Ленинская искра» колхозӑн председателӗ пулса ӗҫленӗ. Вӑл ертсе пынипе колхоз пӗтӗм СССРӗпе чапа тухнӑ. Аркадий Павлович колхоз ертӳҫинче ларнӑ вӑхӑтра 270 гектар ҫӗнӗ варман лартнӑ, 84 гектар лаптӑклӑх 64 пӗве хывнӑ, «Ачак» этно-ҫутҫанталӑк паркне тата юланутҫӑсен шкулне (35 юланут) уҫнӑ, шкулсем, клубсем, санаторий туса лартнӑ.
Аркадий Айдака СССР халӑх депутатне (1989), Чӑваш АССРӗн Аслӑ Канашӗн депутатне (1085) суйланӑ. Унсӑр пуҫне вӑл районти тата ял совечӗсен депутачӗ те пулнӑ.
Ӗҫлӗ Хӗрлӗ Ялав орденӗпе, Хисеп орденӗпе чысланӑ. СССР ВДНХ ылтӑн медалӗпе тата ытти медальсемпе наградӑланӑ.