Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ача-пӑчан пӗр шухӑш, ваттӑн ҫӗр шухӑш.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ авӑн уйӑхӗнче рекорда ҫӗнетрӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 01.10.2019 11:18 | 2035 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи

Чӑваш чӗлхи лабораторийӗн ҫурла уйӑхӗнчи ӗҫне пӗтӗмлетнӗ май рекордла ӗҫлени пирки асӑннӑччӗ — уйӑх хушшинче 21,6 пин куҫару кӗртнӗччӗ. Анчах та авӑн уйӑхрине пӑхсан эпир рекорда татах та ҫӗнетрӗмӗр — хальхинче уйӑхра 30 пин ытла чӑвашла-вырӑсла пуплевӗшсен мӑшӑрне хушрӑмӑр. Ку ҫеҫ те мар, электронлӑ сӑмахсарсен сайчӗ ҫӗнӗ сӑмах кӗнекипе те пуянланчӗ — В.Г. Егоровӑн этимологи словарӗпе (2 298 сӑмах тишкерӗвӗ).

Василий Егоровӑн этимологи словарӗ 1964 ҫулта тухнӑ, кӑҫал вара эпир ӑна сканерласа электронлӑ варианта куҫартӑмӑр. PDF форматпа мар, сканерласа саспаллилетнӗ хыҫӑн текста тӗрӗслесе тухрӑмӑр. Ҫапла май халь вӑл словарьте хӑвӑрт шырав та ирттерме пулать. Ӗҫе Алина Иванова пурнӑҫлани пирки пӗлтерсеччӗ ӗнтӗ.

Тӗплӗнрех Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи ҫинче чарӑнса тӑрар. Авӑн уйӑхӗнче Чӑваш халӑх сайчӗ хӑйӗн ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑвать. Ҫавна май, парне пек пултӑр тесе, вӑл кун тӗлне ҫӗр пин пуплевӗш таран ҫитерес тесе самай тӑрӑшрӑмӑр. Тӗллеве пурнӑҫларӑмӑр та. Чӑвашла-вырӑсла пуплевӗшсен йышӗ 100 пинрен сайтӑн ҫуралнӑ кунӗччен темиҫе кун маларах иртрӗ. Паллах, ку малашнехи ӗҫ ҫине те витӗм кӳчӗ — уйӑх тӑршшӗпех тенӗ пек хӑвӑртлӑха ҫухатмасӑр пытӑмӑр. Ҫапла май паянхи кунхи калӑпӑш патне ҫитрӗмӗр те. Вӑл 124 818 куҫарнӑ пуплевӗшпе танлашать. Иртнӗ уйӑхринчен 30 363 пуплевӗш ытларах. Паллах, ку ӗҫ йӑлт прозӑллӑ хайлавсен куҫарӑвӗсене кӗртнипе ҫыхӑннӑ. Авӑн уйӑхӗнче эпир Лев Кассилӗн «Аслӑ хирӗҫтӑрӑвне», Вениамин Каверинӑн «Икӗ капитанне» кӗртсе пӗтертӗмӗр. Паянхи кун Валентин Катаевӑн «Пӗччен парус шуррӑн курӑнать» хайлавӗпе, Дмитрий Суслинӑн «Хӑрушӑ вӑрттӑнлӑхӗпе» (куҫару авторӗ тивӗҫтернӗ текстпа) ӗҫлетпӗр. Ҫавӑн пекех Максим Горькийӗн «Амӑшне» тата Иван Гончаровӑн «Обломовне» электролатас ӗҫ пырать. Черетре кӗнекесем тата та пур — Антон Чеховӑн калавӗсем, А. Мусатовӑн «Стожарӗ», Иван Вазовӑн (пӑлхар ҫыравҫи) «Пусмӑрта» хайлавӗсем. М. Шолоховӑн «Уҫнӑ ҫеремӗ» те хӑйӗн черетне кӗтет. Ҫак кӗнекесене саспаллилетнӗ хыҫҫӑн тексчӗсенчи йӑнӑшӗсене юсаса тухакансем тупӑнсан питӗ аванччӗ.

Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫин кӑтартӑвӗсене, танлаштарма тенӗ пек, пӗлтеретпӗр: ку хыпара ҫырнӑ чухне корпусра 1 365 текст (+18), 165 874 пуплевӗш (+32 479), 2 007 101 сӑмах (+308 851). Икӗ миллионлӑ чӑваш чӗлхи корпусӗ пурришӗн савӑнмалла пек те анчах пирӗн кӳршӗри халӑхсен ку кӑтарту самай пысӑкрах — юнашарти ҫармӑссенех 20 миллион сӑмах. Тутарсем пирки калаҫу та ҫук — вӗсен 350 миллионтан иртнӗ. Ҫавах та ӗҫлесен пулать — тӗллевӗ хӑрушла инҫетре пулин те ӳркенмесен вӑл кӑтартусем патне ҫитме пӗрре те йывӑр мар!

#ЧЧЛ, #чӑваш чӗлхи, #сайтсем, #ҫитӗнӳсем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://corpus.chv.su/
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Ҫынӑм // 2540.23.6392
2019.10.01 14:25
Аван! Вӑхӑт ҫитет те чӑвашла та куҫару ӗҫлеме пуҫлӗ.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем