![]() Ростов АЭСӗ Ростоври АЭСра паян каҫхи пушар тухнӑ — кун пирки «Новости» РИА пӗлтерет. Пушар ҫӗнӗрен хӑпартакан блокра 1:32 вӑхӑт тӗлнелле тухнӑ тет, икӗ сехет ҫурӑран ӑна пушарҫӑсем сӳнтерме ӗлкӗрнӗ. Пурӗ 30 вут-кӑварпа кӗрешекен тата 11 техника хутшӑннӑ. Пушар лаптӑкӗ 350 тӑваткал метрпа танлашнӑ. Ростов АЭСӗ «Концерн Росэнергоатом» АУО уйрӑмӗ шутланать, Цимлянск шывуправӗ хӗрринче вырнаҫнӑ. Ростов АЭСӗ ҫӗнӗ электостанци шутланать. Хальхи вӑхӑтра энергостанцире 2 блок ӗҫлет, тепӗр иккӗ хӑпартаҫҫӗ. Вӗсене 2014, 2017 ҫулсенче хута яма палӑртнӑ. Хальхи вӑхӑтра ӗҫлекен энергоблоксене 2001 тата 2009 ҫулсенче ӗҫлеттерсе янӑ. Пӗтӗмӗшле хӑвачӗ 1900 МВт. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |