Республикӑра
![]() Cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре халӑх пурнӑҫ шайне лайӑхлатасси ҫинчен хушу кӑларма хатӗрленеҫҫӗ. Ҫакӑн пирки паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен тата муниципалитетсен ертӳҫисемпе ирттернӗ канашлура пӗлтернӗ. Ҫӗнӗрен йышӑнма палӑртнӑ документ сывлӑх сыхлавне, вӗрентӗве, культурӑна, спорта, общество инфраструктурине пырса тивӗ. 2020 ҫулта сывлӑх сыхлавне хушма укҫа 1 млрд тенкӗ яма палӑртаҫҫӗ. Вӑл тухтӑр ҫурчӗсен пурлӑхпа техника никӗсне ҫӗнетме кайӗ. Республикӑри шкулсене ҫитес пилӗк ҫулта тӗпрен юсасшӑн. Отрасле 2020 ҫулта 1,2 миллиард тенкӗ хушма укҫа кайӗ. Муниципалитетсен архивӗсем, вулавӑшсем, культурӑпа кану учрежденийӗсем валли 500 миллион тенкӗ уйӑрасшӑн. Спорт лапамӗсене тума тата юсаса ҫӗнетме те палӑртнӑ. Ун валли килес ҫул 500 миллион тенкӗ пӑхса хӑварасшӑн. Ял ҫыннисене паха шывпа тивӗҫтерме килес ҫул 200 миллион тенкӗ уйӑрасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |