Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Ҫӑла ан сур, шывне хӑвах ӗҫӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Николай Сорокинӑн кӗнекине сӳтсе явнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 03.04.2026 18:06 | 35 хут пӑхнӑ
Культура
Ольга Австрийская сӑнӳкерчӗкӗ
Ольга Австрийская сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗн «Варкӑш» литература клубӗнче Николай Сорокинӑн «Тӑлӑх арӑм минтерӗ» кӗнекине сӳтсе явнӑ. Кӗнеке издательствин ӗҫченӗ Ольга Австрийская хыпарланӑ тӑрӑх, вырӑсларан чӑвашла Вера Александровӑпа Евгений Турхан куҫарнӑ. Кӗнекене савнисен романӗ тесе палӑртнӑ.

Мероприятие «Чӑваш кӗнеки» центрӑн ӗҫченӗ Татьяна Семенова ертсе пынӑ.

Николай Сорокин 1941 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Тутарстанри Теччӗ районӗнчи Аслӑ Ӑнӑ ялӗнче ҫуралнӑ. Журналист, публицист, ҫыравҫӑ ТАССӑн Тутарстан Республикинчи ятарлӑ корреспонденчӗ, Хусанта тухса таракан «Сувар» хаҫата никӗслекенӗ, тӗп редакторӗ тата «Шурӑмпуҫ» литература журналӗн тӗп редакторӗ пулнӑ. Вун икӗ кӗнеке авторӗ, ҫав шута «Вечная Волга» роман-трилоги те кӗрет (2006–2008, 2013), чӑвашла «Аттеҫӗм Атӑл» ятпа тухнӑ (2017). «Вера древнего народа» документлӑ фильм ӳкернӗ. Тутарстан Республикин, Раҫҫей Федерацийӗн культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ. Николай Михайлович 2021 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.

#культура, #кӗнекесем, #вулавӑшсем, #литература

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 1933.12.8563
2026.04.03 19:24
Agabazar
Мĕнле «никӗслекен» тата?

Николай Сорокин мар, урăххисем никĕсленĕ хайхи хаçата.

Иккĕмĕш редактор. Пĕрремĕшĕ, Данилов хушаматлăччĕ пулас, вăхăтсăр çĕре кĕнĕ.

Ку Николай Сорокин вара, хаçатра темиçе çул редакторта ларса та, чăвашла вĕренсе çитеймен иккен.

Теччĕ районĕнчи Аслă Ăнă чăваш ялĕчен тухнă. Большое Шемякино теççĕ врăсла. Теччĕрен çурçĕр-хĕвеланăç еннелле.
Agabazar // 1933.12.8563
2026.04.03 19:30
Agabazar
Ну мĕн вĕренессийĕ ĕнтĕ?

Николай Михайлович чăвашла аванах калаçатчĕ. Анчах темшĕн вара вулама-çырма пултарайман.


Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем