Чӑваш Енре ялта пурӑнакан ватӑ ҫынсене пульницӑна илсе ҫитермешкӗн 21 автомобиль туяннӑ. Кашнинчех сусӑрсен кӳмине хӑпартмалли хатӗр пур. Кунсӑр пуҫне унта хӑрушсӑрлӑх пиҫиххисем, кондиционерсем, тахографсем, ГЛОНАСС пур. Водительпе ҫыхӑнмалли пускӑч та вырнаҫтарнӑ.
Ку машинӑсене федераци хыснинчи укҫапа «Аслӑ ӑру» проектпа килӗшӳллӗн туяннӑ. Машинӑсемпе 1720 ялти ҫынсем усӑ курма пултарӗҫ. Анчах пурте мар – 65 ҫултан иртнисем ҫеҫ. Чӑваш Енре ку ӳсӗме ҫитнӗ 80 пин ҫын пурӑнать.
Мобильлӗ бригадӑсем усал шыҫӑпа, сахӑр диабечӗпе, гипертонипе, психика чирӗпе аптӑрас хӑрушлӑх пур ҫынсем патне ҫитӗҫ, пульницӑна леҫӗҫ.
Патӑрьел, Вӑрнар, Куславкка, Муркаш, Тӑвай, Ҫӗрпӳ районӗсенчи халӑха социаллӑ пулӑшу паракан центрсем икӗ машинӑна тивӗҫӗҫ. Ҫӗмӗрле, Улатӑр, Элӗк, Красноармейски, Сӗнтӗрвӑрри, Йӗпреҫ, Канаш, Комсомольски, Хӗрлӗ Чутай, Пӑрачкав, Вӑрмар, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле, Етӗрне, Елчӗк, Шупашкар районӗсене, Шупашкара, Ҫӗнӗ Шупашкара пӗрер машина ярӗҫ.