Йӑлари хытӑ каяша ятарлӑ полигона турттарса каяссине пирӗн республикӑра унччентерех йӗркелерӗҫ. Апла пулин те ҫак ӗҫ пӑтӑрмахсӑр мар. Тепӗр ҫӗрте машинӑсем вӑхӑтра килменни, ҫӳп-ҫап тулса кайса таврана сапаланни, илемсӗр курӑнса ларни пирки пӑшӑрханса калаҫаҫҫӗ. Контейнерсем вырнаҫтарман урамсем те пур.
Чӑваш Ен Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӑхавсене «Народный контроль» (чӑв. Халӑх тӗрӗслевӗ) портал урлӑ та евитлеме пулать.
Халӑхӑн пӑшӑрханӑвне йышӑнмалли онлайн-ресурса кӑҫалхи ҫичӗ уйӑхра 300 ытла ҫыру янӑ. Вӗсенчен ҫурри урамра ҫутӑ ҫуккипе, тасатман тротуарсемпе тата нумай хваттерлӗ ҫуртсен картишӗсем япӑххипе ҫыхӑннӑ.