Нумай хваттерлӗ ҫуртсенчи кивӗ лифтсене ылмаштарма палӑртаҫҫӗ. Кӑҫал икӗ ҫуртри 4 лифта улӑштарӗҫ, килес ҫул — 24 ҫуртри 112 лифта. Ҫакӑн пирки Чӑваш Енри тӗплӗ юсав фончӗн пуҫлӑхӗ Вячеслав Долгов ӗнер Шупашкарта иртнӗ семинарта ӗнентернӗ.
Лифт отраслӗнчи ыйтусене Наци лифт пӗрлешӗвӗ Чӑваш Енӗн тӗп хулинче ирттернӗ семинарта сӳтсе явнӑ. Унта ӗҫ тӑвакан влаҫра тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑхра ӗҫлекен тӳре-шара, строительство организацийӗсен тата управляющи компанисен ертӳҫисем, общество пӗрлешӗвӗсен пайташӗсем, лифт организацийӗсенче тӑрӑшакансем хутшӑннӑ.
Маларах асӑннӑ Вячеслав Долгов нумай хваттерлӗ ҫурт-йӗрти пурлӑха юсасси ҫинчен калакан программӑна епле пурнӑҫланипе кӗскен паллаштарнӑ. Чӑваш Енӗн Стройминӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, тӗплӗ юсав программине 5110 ҫурта кӗртнӗ, вӗсенче — 1100 лифт. Юлашки пилӗк ҫулта 49 ҫуртри 177 лифта ылмаштарнӑ.