Нумай ачаллӑ ҫемьесене патшалӑх ҫӗр пама тытӑннӑ хыҫҫӑн Чӑваш Енре пурӑнакансем те ҫав пурлӑхлӑ пулса тӑчӗҫ. Саккун вӑя кӗнӗренпе 8 пине яхӑн ҫӗр илнӗ.
Чӑваш Енӗн Юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫемьесен ытларах пайӗ, 64 проценчӗ, е 5162 ҫемье, ҫурт-йӗр хӑпартма лаптӑк илнӗ, пӗрре-виҫҫӗмӗш пайӗ (2685 ҫемье, е 34 проценчӗ) — хушма хуҫалӑх тытма, 151 ҫемье — пахча вырӑнне усӑ курма.
Нумай ачаллӑ ҫемьесене ҫӗр илнӗ хыҫҫӑн малтанхи виҫӗ ҫулта ҫӗр налукӗ хурса памаҫҫӗ. Кӑҫалхи ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче РФ Налук кодексне улшӑну кӗртнӗ. Вӑл налук ҫӑмӑллӑхӗпе ҫыхӑннӑ. Саккунта пӑхса хӑварнӑ тӑрӑх, виҫӗ е ытларах ача (вӗсем 18 ҫула ҫитиччен) ӳстерекен ҫемьесене ҫӗршӗн налук сахалтарах тӳлеттермелле.