Суд палӑртнӑ тӑрӑх, Вӑрнар районӗнче пурӑнакан 44 ҫулти хӗрарӑм ывӑлне хӗненӗ, ун умӗнчех эрех-сӑра ӗҫнӗ. Ҫапла майпа вӑл ачине япӑх тӗслӗх кӑтартнӑ. Амӑшӗ тӗлӗшпе приговор янӑранӑ: ӑна тӗрмене хупмасӑр 3 ҫул та 2 уйӑхлӑха айӑпланӑ.
Хӗрарӑм ывӑлне тивӗҫлипе пӑхманни пирки аслӑ ачисем йӗрке хуралне пӗлтернӗ. Суд хыҫҫӑн вӗсем кӗҫӗн шӑллӗне хӑйсем патне илсе кайнӑ.
Ҫак хӗрарӑм 2017 ҫулхи нарӑсран пуҫласа кӑҫалхи кӑрлаччен 9 ҫулти ывӑлне хӗненӗ, эрех-сӑрана ун умӗнче тутанма именмен. Ӗҫсе ӳсӗрӗлсен унран ывӑлне лекнӗ.
Халӗ хӗрарӑма амӑшӗн правинчен хӑтарас ыйтӑва пӑхса тухаҫҫӗ.