Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 0.0 °C
Айван ҫыннӑн турти кӗске теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Статистика: 11 ҫынна ҫӗлен сӑхнӑ

Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ, ӗҫрен хӑраман, пӗрле пурнӗҫ тӑршшӗпе утма, çемье щавăрма, ачу-пăча ...
Сутатӑп Сумалли качака сутатӑп, Перре пӑрамланӑ
Сутатӑп Йывăçран тунă çурт сутатăп. Столовăпа котельня - кирпӗчрен. Крыша - ҫӗнӗ. Етӗрне...
Софья Савнеш 18.07.2019 14:34 | 310 хут пӑхнӑ
Статистика

Кӑҫал ҫӗлен сӑхнӑ 11 ҫын тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Тӳрех палӑртмалла: Чӑваш Енре ҫынна ҫӗлен тапӑннӑ тӗслӗх нумайланнӑ. Ара, шӑпах ҫырла пиҫнӗ вӑхӑт – ҫынсем ӑна пуҫтарма вӑрмана, уй-хире, ҫырма-ҫатрана каяҫҫӗ. Шел те, наркӑмашлӑскер сӑхни яланах лайӑхпа вӗҫленмест.

Юлашки икӗ эрнере темиҫе ҫын пульницӑна тухтӑрсем патне пынӑ. Тӗслӗхрен, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи пӗр ҫын мунча валли милӗк хуҫма вӑрмана кайнӑ. Пӗр хурӑн патӗнче ӑна хура ҫӗлен тапӑннӑ. Пӗр хӗрарӑм ҫул хӗрринче ҫӗлен курнӑ. Шупашкарта «Акконд» лавккана хурӑн пуҫлӑ ҫӗлен килни пирки те хыпарланӑччӗ.

Ытларах чухне ҫӗлен сӑхнӑ хыҫҫӑн пульницӑна Сӗнтӗрвӑрри, Етӗрне, Улатӑр, Пӑрачкав районӗсенчи ҫынсем пыраҫҫӗ. Ҫак чӗрчун нӳрӗке юратать: вӗсем шыв хӗрринче нумай.

#Пӑрачкав районӗ, #Етӗрне районӗ, #Улатӑр районӗ, #Сӗнтӗрвӑрри районӗ, #статистика, #пульницӑсем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/58368
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Ялсенчи 30 шкулта спортзал ҫӗнелӗ
2018, 11, 14
Чӑваш Енри ачасем Раҫҫей элемӗсене пӗлнине кӑтартнӑ
2018, 11, 28
Пульницӑсем «Ҫӗнӗ поликлиника» проектпа ӗҫлеҫҫӗ
2019, 01, 18
Онкологсем районсене ҫитсе ҫынсен сывлӑхне тӗрӗслӗҫ
2019, 01, 29
Алимент тӳлемен ҫынсем хӑш районта ытларах?
2019, 02, 12

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org