Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

РФ Правительстви ҫитес ҫул мӗнле канасси пирки халех пуҫ ватать. Ҫак кунсенче 2020 ҫулта хӑш кунсенче кантарасси пирки постановлени алӑ пуснӑ.
Кӑрлачӑн 4-5-мӗшӗсем канмалли кунсене лекнӗрен вӗсене ҫу уйӑхӗн 4-5-мӗшӗсем ҫине куҫарнӑ. Ҫитес ҫул Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн кӑрлачӑн 1-8-мӗшӗсенче кантарӗҫ. Темиҫе куна тӑсӑлакан «каникул» пилӗк хутчен пулӗ: нарӑсӑн 22-24-мӗшӗсем, пушӑн 7-9-мӗшӗсем, ҫу уйӑхӗн 1-5-мӗшӗсем, ҫу уйӑхӗн 9-11-мӗшӗсем, ҫӗртмен 12-14-мӗшӗсем.
Кунсӑр пуҫне чӳкӗн 4-мӗшӗнче кантарӗҫ. Республика кунӗнче, ҫӗртмен 24-мӗшӗнче, ӗҫе тухмалла мар. Каласа хӑвармалла: кӑҫал раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗ ӗҫлемелли кун пулӗ.
Базиль Кириллов // 3643.86.5040
2019.07.15 22:57 | |
"Кантарчӗ", "кантараймарӗ" тенине пурте ӑнланатпӑр. Тепӗр ҫул мӗнле "кантарассинине" те палӑртса хунӑ иккен! Ай, тӗнче!.. | |
