Пӗлтӗр ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Ҫӗнӗ Шупашкарти Тӗкӗрҫ рашчинчи йывӑҫсене касма сӑмах вӗҫҫӗн каланӑ. Кун пирки ун чухне «Правда ПФО» сайт ҫырнӑ пулнӑ. Элтепер ун чухне йӗлтӗр ҫулне ҫапла майпа сарлакалатма сӗннӗ. Парк директорӗ Валерий Андреев хушнине пурнӑҫланӑ, анчах кирлӗ документсене хатӗрлемен, кайран ҫеҫ тӗрӗс мар информаци кӑтартакан акт тунӑ.
Директор пӗлтӗрхи чӳк-раштав уйӑхӗсенче йӗлтӗр ҫулӗ хӗррипе 7 кубла метр йывӑҫ каснӑ. Ку пӗтӗмпе 34 пин тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ. Ҫавна май пуҫлӑх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Ку ӗҫе мӗнле тӗпченине Ҫӗнӗ Шупашкар прокуратури тӗрӗслесе тӑрать.