Халӑх фрончӗн хастарӗсем Патӑрьел районӗнчи Ыхраҫырми ялӗ ҫывӑхӗнче выльӑх-чӗрлӗх виллисене пӑрахнӑ вырӑн тупнӑ. Унтах килти тата строительство ҫӳп-ҫапне те килсе тӑкаҫҫӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, выльӑх виллисемпе пуснӑ хыҫҫӑн юлнӑ пайӗсене вырӑнти хресчен-фермер хуҫалӑхӗ килсе тӑкать. Вӑлах кунти ҫӗрсене тара илет. Ҫитменнине, выльӑх юлашкисене Ҫӗпӗр язви, ытти чир-чӗр пуррипе ҫуккине тӗрӗслемӗҫҫӗ. Хуҫалӑх вӗсене шӑтӑка килсе тӑкать те тӑпрапа хуплать. Ку вара ҫӗре тата шыва сиен кӳрет.
Кунсӑр пуҫне ку каяша кайӑксем тапӑнаҫҫӗ, вӗсем вара ҫынсене тӗрлӗ чир-чӗр ертме пултараҫҫӗ. Ахаль ҫӳп-ҫап вара ҫиллӗ ҫанталӑкра вӗҫсе саланать.
Халӑх фрончӗн хастарӗсем прокуратурӑна тӗрӗслеме ыйтнӑ. Ҫак купана пӗтермелли пирки вырӑнти администрацие те асӑрхаттарнӑ.