Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.0 °C
Пур пӗрле, ҫук ҫурмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Анатолий Аксаков чӑваш артисчӗсене чӑвашла саламланӑ

Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ, ӗҫрен хӑраман, пӗрле пурнӗҫ тӑршшӗпе утма, çемье щавăрма, ачу-пăча ...
Сутатӑп Сумалли качака сутатӑп, Перре пӑрамланӑ
Сутатӑп Йывăçран тунă çурт сутатăп. Столовăпа котельня - кирпӗчрен. Крыша - ҫӗнӗ. Етӗрне...
Таисия Ташней 01.04.2019 06:51 | 279 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх

Ҫак кунсенче Мускавра чӑваш артисчӗсен концерчӗ иртнӗ. Ҫӗршывӑн тӗп хулинче пурӑнакан йӑхташӑмӑрсене эстрада юрӑҫи Вячеслав Христофоров тата ытти сцена ӑстисем хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарнӑ. Концерта Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков та пынӑ. Вӑл РФ Патшалӑх Думинче Экономика политикин, инноваци аталанӑвӗн тата предпринимательлӗх енӗпе ӗҫлекен комитет, ҫавӑн пекех финанс рынокӗпе ӗҫлекен комитет ертӳҫи пулса тӑрӑшать.

Чӑваш Енри артистсене саламлани пирки депутат Фейсбукра пӗлтернӗ. Пушкӑртстанра ҫуралнӑскер иртнӗ вӑхӑта аса илнӗ май пӗтӗм ял, чӑвашсем сахал пулин те, чӑваш юррисене юратса итленине палӑртнӑ. «Мӗншӗн тесен вӗсем питӗ хитре, питӗ янӑравлӑ, халӑха питӗ ҫывӑх», — тенӗ политик.

«Раҫҫей пуянлӑхӗ — унта пурӑнакан халӑхсем. Чӑвашсем вара йышлӑ халӑхсенчен пӗрисем», — тенӗ депутат. Культурӑна, йӑла-йӗркене упраса хӑварасси пӗлтерӗшлине асӑнса хӑварнӑ май вӑл Вячеслав Христофоров тата ытти ҫавӑн пек артистсем ҫав енӗпе хӑйсен тӳпине хывнине палӑртнӑ.

«Сывлӑх сунатӑп, юрату сунатӑп, телей пултӑр!» — чӑвашла саламланӑ Анатолий Аксаков юлашкинчен.

#чӑвашлӑх, #культура, #Мускав, #политика, #депутатсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Чӑваш культурине сарассине Мускавра сӳтсе явнӑ
2018, 10, 18
Елена Рябцева: «Чӑваш культури ҫинчен ҫӗр ҫинчи ҫынсем пӗлччӗр теттӗм»
2018, 12, 10
Элтепер «Чуваши» монографие пичетлеме пулӑшасшӑн
2018, 12, 27
Шупашкарти тетен ачисем чӑвашла калаҫнинчен тӗлӗнмелле-ши?
2019, 01, 11
Чӑваш юрӑпа ташӑ ансамблӗ тӗменсене савӑнтарӗ
2019, 02, 26

Комментари:

Agabazar // 9067.3.1442
2019-04-01 15:21
Agabazar
Аксаков Пушкăртстанра çуралнă çеç. Пĕтĕм ачалăхĕ унăн Крымра иртнĕ.

Ку хыпарăн мыскари çакăнта: чăннипе Аксаков чăвашла питех пĕлмест пулмалла. Мĕншĕн тесен вăл, каларăмăр ĕнтĕ, Крымра ÿссе çитĕннĕ.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org