Ӑҫтахсем 1960 ҫулта Ливири Сахара айӗнче тӗнчери самай пысӑк таса шыв пуххи пуррине палӑртнӑ иккен. Ҫак шыв 75 метр тарӑнӑшӗнче вырнаҫнӑ. Ӑҫтахсем шутланӑ тӑрӑх Ҫӗр ҫинчи мӗн пур таса шыв Сахара пушхир айӗнче тупӑннинчен 12 хут сахалрах иккен. Кунти шыв тӗнче халӑхне ӗҫсе-ҫӑвӑнса-тасалса пурӑнма 5 пин ҫула ҫитме пултарать тет. Кун пирки вара тӗнчери халӑха ним те пӗлтермен тесе каласан та тӗрӗсех пулӗ, мӗншӗн тесен ҫулран ҫул ӗҫме юрӑхлӑ шыв хакӗ ӳссех пырать. Ӑна сутакансен мулӗ те.
Ун чухнехи Ливи ертӳҫи Муамор Каддафи пректӗнче палӑртнӑ тӑрӑх ҫак шывпа мӗнпур Африка халӑхӗсем пӗр кубометр шывшӑн 35 цент тӳлесе усӑ курма пултарнӑ имӗш. Сӑмахран Мускавра шыв хакӗ — ҫакӑн чухлех. Хальхи вӑхӑтра вара Африкӑра пурӑнакан халӑх шывшӑн 4 доллара яхӑн тӳлет. Каддафи проектне 1983-мӗш ҫултах пурнӑҫа кӗрте пуҫланӑ тет, 270 шыв уҫлакан шахта хута янӑ. Ҫапла май 1996 ҫултанпа Ливи халӑхӗшӗн шыв ыйтӑвӗ ҫук. Вӑл вӑхӑтра патшалӑхри 160 пин гектар таран пушӑ выртан ҫӗрсене те хута янӑ пулнӑ. Ку анчах мар, ҫӗр айӗнчен тухакан шывпа Сахара тӑрӑхӗнче вырнаҫнӑ халӑхсен ҫӗрӗсене шӑварса тыр-пул ҫитӗнтернӗ. Иртнӗ ҫулсенче Каддафи Египет халӑхне ахаль выртакан Ливи ҫӗрӗсине куҫса килме те чӗннӗ иккен. Египетӑн малтанхи президенчӗ Хосни Мубарак унпа килӗшнӗ имӗш. 2010 ҫулта Муамор Каддафи ҫапла каланӑ тет: «Пирӗн ҫитӗнӳсем АПШана канӑҫ памӗҫ. Вӗсен пирӗн ҫине тапӑнас сӑлтав тупасси кӑна юлчӗ».
Хӑвсамӑрах ӑнланатӑр: 2011-мӗш ҫулта арап ҫӗршывӗсенче пуҫланнӑ «пӑлхавӑрсем» 2012 ҫултах вӗҫленмӗҫ, Сирипе Иран урлӑ Раҫҫей ҫӗрне те ҫитеҫҫех. Кӗтсе ларсассӑн.