Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев вырӑнти пуҫарусемпе (тепӗр майлӑ каласан, укҫан пӗр пайне ҫынсем хӑйсем пухнӑ тупрана хушаҫҫӗ) ача-пӑча лапамӗсем, ҫулсем тума, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх объекчӗсене юсаса ҫӗнетме, территорие хӑтлӑх кӳме республика хыснинчен кӑҫал 207 миллион тенкӗ уйӑрассине паян Инстаграмра пӗлтернӗ. Кунсӑр пуҫне муниципалитетсен хыснинчен 59 миллион тенкӗ уйӑрассине каланӑ. Уйрӑм ҫынсемпе предприяти-организацисем ҫавӑн валли 52 миллион тенкӗ пухнӑ.
Ҫак хыпара вуланисенчен пӗри, mkrasota.ibresi, Йӗпреҫ районне хӑҫан мӗн те пулин уйӑрӗҫ тесе пӑшӑрханнӑ. Вӑл ӗнентернӗ тӑрӑх, Йӗпреҫ поселокӗ куҫ умӗнчех пӗтсе пырать имӗш. Ӗҫ те, ҫул та ҫук. Районта пурӑнакансен йышӗ чакса пырать, «выҫлӑхпа вилесрен» ҫынсем урӑх ҫӗре куҫса каяҫҫӗ имӗш. Поселокра ача-пӑча валли йӗркеллӗ лапам та ҫук тенӗ.