И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчи чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче акан 12-мӗшӗнчен пуҫласа 25-мӗшӗччен И.Я. Яковлевӑн ҫуралнӑ кунне халалланӑ Чӑваш чӗлхипе культурин вункунлӑхне ирттерме палӑртнӑ. Ҫавна май факультет куллен тӗрлӗ мероприятисем ирттерет. Декада Ӑслӑлӑх кунне ирттернинчен пуҫланчӗ. Акан 13-мӗшӗнче вара «Поэзи асамӗ тата куҫару» тесе ят панӑ тӗлпулӑва Анатолий Семенович Смолин килсе ҫитрӗ. Вӑл студентсене паянхи чӑваш поэзийӗ пирки ҫеҫ мар, тӗрлӗ халӑхсен литератури епле аталанни пирки те интереслӗ каласа пачӗ.
А.Смолин хальхи литература процесӗнче сӑвӑҫ пек ҫеҫ мар, ӑста куҫаруҫӑ пулнипе те паллӑ. Вӑл вырӑсларан чӑвашла А.Пушкина, С.Есенина, В.Маяковские, А.Блока,Н.Рубцова т.ыт.те, чӑвашларан вырӑсла Ҫеҫпӗл Мишшине, К.Иванова, М.Федорова т.ыт.те куҫарнӑ. Тӗлпулура поэт хӑй ҫырнӑ сӑвӑсене те, тӗрлӗ чӗлхерен куҫарнисене вуларӗ.