Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Ахальтен ахах пулас ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Амӑшӗ ывӑлӗ психотроплӑ эмел ӗҫнине кирлӗ ҫӗре пӗлтернӗ

Паллашу Чӑваш чӗлхине якатас тӗллевпе Чӗмпӗрте пурӑнакан, ман ҫулсӗне ҫывӑх ҫынсемпе пал...
Туянатӑп Ашмаринӑн 17 том куҫару кӗнекисене шыратӑп.
Сутатӑп Ӑшӑ матрас сутатӑп. Германире кӑларнӑ. Гаранти 5 ҫул. Хакӗ 2500 тенкӗ.
Софья Савнеш 25.01.2019 15:32 | 624 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Ҫӗнӗ ҫул уявӗнче Чӑваш Енри арҫын кӑштах «савӑнас» тенӗ-ши – психотроплӑ эмел ӗҫнӗ. Анчах куншӑн суда лекесси пирки шутламан та пуль вӑл.

Следстви тата суд палӑртнӑ тӑрӑх, раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче 16 сехетре Куславкка районӗнчи Тӗрлемесре пурӑнакан арҫын хӑйӗн килӗнче тухтӑр ҫырса памасӑрах психотроплӑ эмел ӗҫнӗ. Ывӑлӗ ҫакнашкал эмел ӑша янине кура амӑшӗ кун пирки кирлӗ ҫӗре пӗлтернӗ. Ҫапла майпа ывӑлӗ суд сакки ҫине ларнӑ.

ЧР прокуратурин пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, 1-мӗш суд участокӗн миравай судйи арҫын тухтӑр ҫырса памасӑрах наркотик е психотроплӑ япала ӗҫнӗшӗн айӑплӑ тесе палӑртнӑ. Приговорпа килӗшӳллӗн, унӑн 4 пин тенкӗ штраф тӳлемелле.

#Куславкка районӗ, #Тӗрлемес, #эмелсем, #судсем, #штрафсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

«Ҫӗнӗ Шупашкар» карап ҫинчен топливо вӑрлама тӑнӑшӑн явап тытнӑ
2018, 05, 04
Депутат водитель прависӗр юлнӑ
2018, 12, 05
Пуҫлӑха кӳрентернӗшӗн суд сакки ҫине лекнӗ
2018, 12, 14
Вӑйпитти 85-ри карчӑка пусмӑрланӑ
2018, 12, 19
Сӗтев илнӗшӗн экс-полицейскисене 1,4 миллионшар тенкӗлӗх штрафланӑ
2018, 12, 21

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org