Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Йытӑ та хӑй хӳрине вараламасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Студентсен ҫурхи уявӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
eiena 23.03.2012 08:15 | 1689 хут пӑхнӑ
Уявран
Уявран

Ҫуркунне — студентсемшӗн мӗн тери паха вӑхӑт… Ҫуркунне килнипе пӗрлех кашни ҫул ЧПУра вӗренекенсем хушшинче «Студентсен ҫурхи уявӗ» ӑмӑрту-фестиваль иртет. Ҫултан ҫул пирӗн чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче вӗренекен студентсем хӑйсен пултарулӑхне ҫак уявра ӑнӑҫлӑ кӑтартса ытти факультетсем хушшинче тивӗҫлӗ вырӑн йышӑнса пынӑ. Кӑҫал пирӗн факультет филологи, физикӑпа математика тата ӳнер факультечӗсемпе пӗрлешсе пӗр команда — «Квартет Ф» йӗркеленӗ. Ҫак пӗрлешнӗ тӑватӑ факультетӑн студвесна программине, «На Ко(а)нары» ятлӑскерне, пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнче 18:00 сехетре И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн культура керменӗнче курма май килчӗ.

Команда палӑртнӑ тема вӗр ҫӗнӗ тееймӗн, анчах ӗмӗрхи кивелмен тема — юрату. Тӗп геройсен, каччӑпа хӗрӗн, пӗтӗм пӑтӑрмахӗ Канары утрав ҫине канма каяс вырӑнне ЧР кӗрекен «Конары» (чӑв. Кӑнар) ятлӑ пысӑках мар яла лекнинчен пуҫланса каять. Мӑн кӑмӑллӑ хула хӗрӗ Стелла (Ксения Иванова, филологи факультечӗ) яла лекнишӗн кӑмӑлсӑр пулать, хӑйӗн каччине, Валерӑна (Костя Рязанов, чӑваш филологийӗпе культура факультечӗ), хулана каялла хӑвӑртрах таврӑнас пирки ыйтса тӑнтан кӑларать. Ял председателӗ яла килнӗ пӗрремӗш туристсене ҫухатас мар тесе, хаклӑ хӑнасене мӗнпе те пулин кӑсӑклантарас тӗллевпе чи малтан фокусникӑн шоуне курма илсе каять, кайран вара кино курма йыхравлать. Кино тени хальхи пурнӑҫра вырӑнлӑ «Будущее невозможно без прошлого» темӑпа ӳкернӗ видеоролик пулчӗ. Унсӑр пуҫне ял председателӗ Валерӑна хӑйӗн Василиса (Анна Куренкова, ӳнер факультечӗ) ятлӑ хӗрӗпе паллаштарать, хӗрӗ кӑмӑлпах туристсене ялти мӗн пур интереслӗ вырӑнсене кайса кӑтартма килӗшет. Хула майри Стелла кайма килӗшмест. Валерӑпа Василиса пурнӑҫ пирки калаҫса пӗр чӗлхе тупаҫҫӗ. Хитре, ҫутӑ кӑмӑллӑ ялти хӗр хула каччин кӑмӑлне каять, вӗсем хӑйсем те сисмесӗрех пӗр-пӗрин патнелле туртӑнма пуҫлаҫҫӗ, юрату туйӑмӗ те ҫуралать.

Пӗтӗмӗшле илсен, пӗтӗм концерт программи юрату виҫкӗтеслӗхӗпе ҫыхӑннӑ. Хитре те чуна илӗртекен юрӑсем, ташӑсем, тӗрлӗрен кулӑш мыскарисем куракансен кӑмӑлне ҫӗклентерчӗҫ. Ҫак интереслӗ юрату историйӗ хуларан килнӗ каччӑ ял хӗрне суйласа илнипе вӗҫленет. Укҫана хапсӑнакан хула хӗрӗ Стелла, каччине мулшӑн ҫеҫ сырӑннӑскер, пӗчченех юлать.

Пӗтӗмлетсе ҫакна каламалла: кӑҫалхи студвесна интереслӗ те ӑнӑҫлӑ иртрӗ, тӑватӑ факультет маттурӗсем вӗренӳре ҫеҫ мар, сцена ҫинче те пултаруллӑ пулнине туллин кӑтартса пачӗҫ теме пултаратпӑр.

#уявсем, #Чӑваш патшалӑх университечӗ, #Чӑваш филологийӗпе культура факльтечӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем