Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.7 °C
Шӑтӑк шӑрҫа ҫӗрте выртмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӑтӑрмахсем: Арҫын укҫа тума май тупнӑ — пачӑшка тухнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Никита Сурский 26.12.2018 14:52 | 1863 хут пӑхнӑ
Пӑтӑрмахсем

Шупашкарта пӗр арҫын паянхи саманара укҫа тума май тупнӑ. Вӑл пачӑшка тухнӑ. Хайхи суя пачӑшкӑ вилнисене юлашки ҫула ӑсатнӑ май кӗлӗ вулать, хваттерсене, автомашинӑсене сӑваплать. Кун пирки Шупашкар тата Чӑваш Ен епархийӗ хайӗн сайтӗнче тӗне пӑхӑнса пурӑнакансене асӑрхаттарса ҫырнӑ.

Турӑ ҫыннисем укҫа тумалли ултавлӑ май тупнӑ ҫыннӑн ятне те палӑртнӑ. Вӑл Алексей Соколов иккен. «Чӑваш Ен митрополине ун пирки пирӗн чиркӳсене куллен ҫӳрекенсем пӗлтерчӗҫ. Унӑн православи чиркӗвӗн санӗ ҫук, апла пулин те вӑл вилнисен ячӗпе кӗлӗ вулать, ҫӑмӑл машинӑсемпе хваттерсене, ҫуртсене сӑваплать. Сан ҫук пулсан унӑн ӗҫӗ чиркӳ канонӗсемпе ҫыхӑнса тӑмасть, вӑл ирттернӗ ӗҫ-хӗлӗн усси те ҫук», — палӑртнӑ епархи сайтӗнче.

#Шупашкар, #тӗн, #пӑтӑрмахсем, #чиркӳсем, #ултав

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Иван Саландаев // 1459.41.1263
2018.12.26 15:48
Такам та киле--слесарь е пуп . Ан керт весене , алакна хуп ! ултавсасем нумай сав тенчере , Кайран сурер мар йере- йере .
Виктор Яковлев // 3268.48.7711
2018.12.27 19:46
Кĕлĕ вулама кашни мирянина ирĕк панă, кунта митрополине конкурент тупăннă та, "вăл ирттернĕ ĕç-хĕлĕн усси çук" теççĕ.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем