Чӑваш Енри журналистсем ҫӗршыв ертӳҫи патне каясшӑн. Раштав уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин пресс-конференци ирттерӗ. Вӑл 12 сехетре пуҫланмалла.
Владимир Путина ыйту пама Чӑваш Енри журналистсем те ӗмӗтленеҫҫӗ. Пресс-конференцие кайас, мероприятие регионти массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче ҫутатас шухӑшлӑ журналистсем аккредитаци тухнӑ ӗнтӗ.
Чӑваш Енӗн Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникаци министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пресс-конференцие 1702 журналист хутшӑнасшӑн. Вӗсен хушамачӗсене Раҫҫей Президенчӗн сайтӗнче пичетленӗ. Чӑваш Енрен Наци телекуравӗнчен Галина Титарчук тата Андрей Шоклев, «Советская Чувашия» хаҫатран Джульетта Федорова, «Грани» хаҫатран Дмитрий Новак хутшӑнӗҫ.