Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Тиркекене тирӗк тӗпӗ лекет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Тутарстанри чӑваша хисеплесе асӑну хӑми уҫасшӑн

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 26.11.2018 18:47 | 1489 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх
Георгий Савандеев
Георгий Савандеев

Тутарстанри Пӑва районӗнчи Чӑваш наципе культура центрӗн канашлӑвӗнче вӑл тӑрӑхри Чӑваш Киштек ялӗнче 1889 ҫулта ҫуралнӑ Георгий Савандеева хисеп туса асӑну хами уҫасшӑн. Йӑхташӑмӑр ҫуралнӑранпа килес ҫул 130 ҫул ҫитет.

Георгий Савандеев Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫине хутшӑннӑ. Тухӑҫ фрончӗн Реввоенсовет политотделӗнчи чӑваш уйрӑмне ертсе пынӑ. Чӗмпӗр губкомӗнче педагогсен канашӗн председателӗ пулнӑ. 1921 ҫулхи пуш уйӑхӗнчен пуҫласа юпа уйӑхӗччен Чӑваш облаҫӗн РКП(б) комитетӗнче яваплӑ ҫыруҫӑ пулнӑ. «Ҫӗнӗ пурнӑҫ» хаҫат редакторӗнче тӑрӑшнӑ. 1937 ҫулта репрессие лекнӗ.

«Палӑклӑх пухӑнсан – бюстне те уҫма пулать», — ӗмӗтленеҫҫӗ Тутарстанри хастар чӑвашсем. Вӗсен шухӑш-кӑмӑлӗпе «Сувар» хаҫат редакторӗ Константин Малышев та килӗшнӗ.

#Чӑваш Киштек, #Пӑва районӗ, #астӑвӑм, #Тутарстан, #чӑвашсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Станьял // 2664.27.8672
2018.11.27 00:18
Тӗрӗс пуҫару! Ыттисене те манмалла мар.Нумай вӗсем, халӑхшӑн пуҫ хунӑ паттӑрсем...
Agabazar // 3081.12.7690
2018.11.28 20:30
Agabazar
"Яваплă çыруçă" тени тĕрĕс мар.

"Писсăр" пулман вăл. Чăваш автономийĕнчи коммунистсен чи асли шутланнă (1921-мĕш çул хыççăн, Чаппан пăлхавне кура Элмене айккине катертсен) Брежнева е Сталина та "яваплă çыруçă" темешкĕн хатĕр-и эсĕр??????????????????????????????????????????77

Савандеев юлашки çулĕсене ытларах банкир ĕçĕнче ирттернĕ. Репрессиленĕ ăна. ГУЛАГра тĕп пулнă.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем