Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Вӑрман пек пуянни ҫук, хир пек асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Чӑваш тӗнчи чӑваш Юманӗпе сывпуллашать

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 15.11.2018 12:51 | 2207 хут пӑхнӑ
Персона
Анатолий Юман ҫыравҫӑ тата публицист
Анатолий Юман ҫыравҫӑ тата публицист

Паян чӑваш тӗнчи хӑйӗн сумлӑ тепӗр ҫыннипе, Анатолий Федорович Ермилов (уна пултарулӑхри псевдонимӗ — Анатолий Юман) ҫыравҫӑпа, публицистпа, тӑлмачпа сывпуллашать. Вӑл чӳк уйӑхн 13-мӗшӗнче куҫн ӗмӗрлӗхе хупнӑ, паян ӑна юлашки ҫула ӑсатӗҫ.

Анатолий Юман 193 ҫулхи юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Чӗмпӗр облаҫӗнче ҫуралнӑ. Хусанти аслӑ парти шкулӗнче журналистика уйрӑмӗнче вӗреннӗ. 1963—1989 ҫулсенче тӑван тӑрӑхӗнчи район хаҫачӗсенче ӗҫленӗ, 1989—1994 ҫулсенче Чӗмпӗр облаҫӗнчи «Канаш» чӑваш хаҫачӗн редакторӗн ҫумӗ пулнӑ.

Раҫҫей Федерацийӗн культурӑн тавативӗҫлӗ ӗҫченӗ, СССР Писательсен союзӗн членӗ 20 ытла кӗнеке кӑларнӑ. Ҫав шутра — «Ҫунатсем», «Телей сӑпки», «Чӗмпӗр чулӗ калаҫать», «Суйласа илнисем», «Чӗре ҫӗввисем», «Сонетсем», «Паттӑрлӑх вӑрттӑнлӑхӗ» т.ыт.те.

Аяларах эсир кӑҫал Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи Чӑвашкассинче ирттернӗ Учукра ӳкернӗ видеопа паллашма пултаратӑр. Унта Анатолий Юман та пулнӑччӗ.

#Чӗмпӗр облаҫӗ, #ҫыравҫасем, #ҫухату

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

2018.11.15 16:32
Нелли Пальмова
Юман! Чӑваш ӗҫӗшӗн нумай тӑрӑшрӑн. Сӑввусем янӑраччӑр, ху лӑпкӑ ҫывӑр. Станьял.
Agabazar // 1777.21.0599
2018.11.15 17:36
Agabazar
Ку çынна эп пĕртен-пĕр хут çывăххăн курнă. Вунă çул каялла. Аслă Накаткына Шупашкартан "Çеçпĕл" ушкăн артисчĕсем килнĕччĕ концерт кăтартма. Çавăн чухне курнă. Залра юнашарах ларнăччĕ теместĕп, анчах патне пырса пĕр-ик сăмах хушнăччĕ.
Илле // 7168.2.8971
2018.11.17 08:56
Йывăр тăпри çăмăл пултăр!

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем