Канаш район администрацийӗн сайтӗнче вӑл тӑрӑхра ҫӗрулми ӑнса пулнине пӗлтернӗ. Ҫулпа ҫул пӗр килмест те, кӑҫал «иккӗмӗш ҫӑкӑр» чылай ҫӗрте, чӑн та, аван тухрӗ пулӗ. Канашсем вара ҫакӑншӑн республика ертӳҫине Михаил Игнатьева тав тӑваҫҫӗ. Район администрацийӗнче вӑл тӑрӑхра кӑҫалхи Акатуй иртнӗ кун, ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, Элтепер ҫӗрулми лартнине аса илнӗ. Михаил Игнатьев ҫавӑн чухне канашсене тӗш тырӑпа ҫӗрулми тухӑҫлӑ туса илме суннӑ-мӗн.
Канашсем ҫӑмӑл алӑллӑ ҫын ӗҫе тытӑнсан ӗҫ ӑнать тесе шухӑшлаҫҫӗ. Республика пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев сунни тӳрре килнишӗн хавхаланнине тата савӑннине пӗлтерсе канашсем райадминистраци сайтӗнче хыпар лартнӑ. Тухӑҫ аваннине ӗнентерме сӑнӳкерчӗксем вырнаҫтарнӑ.