Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -6.7 °C
Ача-пӑчан пӗр шухӑш, ваттӑн ҫӗр шухӑш.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: П.Хусанкайӑн поэзи парӑсӗ айӗнче

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
eiena 07.02.2012 21:55 | 1917 хут пӑхнӑ

Нарӑсӑн 7-мӗшӗнче урамра шартлама сивӗ пулин те Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ ҫемье вулав центрне халӑх йышлӑн пуҫтарӑнчӗ. Кунта Петӗр Хусанкай паллӑ сӑвӑҫӑмӑр ҫуралнӑранпа 105 ҫул ҫитнине халалласа тӗлпулу каҫӗ йӗркеленӗ. Вулавӑшӗн хӑтлӑ пӳлӗмне Чӑваш Республикин сумлӑ ҫыннисене — Вера Кузьмина Чӑваш халӑх артисткине, Юрий Сементерпе Порфирий Афанасьев Чӑваш халӑх поэчӗсене, Светлана Асамат юрӑҫ-композитора — тата тӗрлӗ вӗрентӳ заведенийӗсенче вӑй хуракан доцентсемпе учительсене, шкул ачисене пӗр ҫӗре пуҫтараканӗ тата уява ертсе пыраканӗ вара — асӑннӑ вулавӑшӑн ӗҫченӗ А.А. Сосаева.

Тӗлпулу П.Хусанкая астӑвакансен асаилӗвӗсенчен пуҫланчӗ. Унтан уява Вӗрентӳ институчӗн доценчӗ Н.Г. Иванова ертсе пынипе килнӗ тӗрлӗ шкулсен вӗрентекенӗсем Петӗр Хусанкай пултарулӑхне шкулта вӗрентес меслетсемпе паллаштарчӗҫ, слайд-презентацисем ирттерчӗҫ. Шупашкар районӗнчи Тутаркасси шкулӗнчен, Шупашкарти 44, 60-мӗш шкулсенчен ҫитнӗ ачасем чаплӑ сӑвӑҫӑмӑрӑн сӑвӑ йӗркисене шӑрантарчӗҫ. Паллах, пурне те Вера Кузьминична епле сӑвӑ вулани тыткӑна илчӗ.

П. Хусанкайӑн сӑвӑ тӗнчине халалласа «Поэзи парӑсӗ айӗнче» ятлӑ курав та йӗркеленӗ вулавӑш ӗҫченӗсем. Кунсӑр пуҫне чӑваш тӗррин «Тӗрӗ тӗнчи» ятлӑ куравӗ те питӗ пуян пулнине палӑртса хӑвармалла. Чӑнах та, эпир ҫӗр-пин сӑмахпа ҫӗр-пин тӗрӗ ҫӗр-шывӗн ачисем пулнине курса ӗненме май пачӗҫ вӗсем. Петӗр Хусанкай «эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр!» тесе хӗрӳллӗн каланине тӳрре кӑларас ӗмӗтпе ӗҫлекен, пурӑнакан библиотека ӗҫченӗсене пӗтӗм чунтан тайма пуҫ тесе калас килет.

#Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ кил-йыш вулав центрӗ, #шкулсем, #Шупашкар, #вулавӑшсем, #Тутаркасси, #Шупашкар районӗ, #Петӗр Хусанкай

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем