Чӑвашлӑх
![]() Пушкӑртстанри чӑвашсен вырсарни шкулӗнче ӗҫлекенсене пурӑнмалли вырӑнпа тивӗҫтерме шантараҫҫӗ. Асӑннӑ учреждени пуҫлӑхӗ Ирина Кузьмина ҫакӑн пирки тӗнче тетелӗнче пӗлтернӗ. «Вырсарни шкулне мӗнпе пулӑшма пултаратпӑр? Ӗпху хулинче чӑваш культура центрӗ хӑҫан уҫӑлӗ-ши тесе вунӑ ҫул ҫеҫ ӗмӗтленместпӗр ӗнтӗ. Ҫак ӗмӗт пурнӑҫа кӗрес патнех ҫитрӗ темелле. Чӑваш культура центрне уҫма ҫурт та тупӑнчӗ. Анчах укҫа-тенкӗ ҫуккипе унта икӗ ҫул ӗнтӗ нимӗнле юсав ӗҫӗ те ирттермен. Тен, чӑвашсен хушшинче ҫак ӗҫе ниме туса пурнӑҫлас текенсем тупӑнӗҫ. Тытӑнӗҫ те ӗҫе вӗҫне ҫитерӗҫ», — тесе ҫырнӑ вӑл. Унта палӑринӑ тӑрӑх, Калинин районӗнчи Чӑваш вырсарни шкулӗнче занятисем авӑн уйӑхӗн пӗрремӗшӗнчен пуҫланӗҫ. Халӗ педагогсем шыраҫҫӗ. Унта валли музыка, вокал, ташӑ преподавателӗсем тата чӑваш чӗлхипе литература учителӗ кирлӗ-мӗн. «Ытти ҫӗртен килнӗ вӗрентекенсене, енчен те вӗсем хӑйсен тивӗҫне пӗр ҫулталӑк хушши пурнӑҫласан, пурӑнмалли тӳлевсӗр ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерӗҫ», — шкул ертӳҫи. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗсене те кӑтартнӑ: 8-967-45-41-303, 8-917-75-15-903. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |