Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Пӑчӑрӑн пырши тухсан та виҫӗ кун пурнасшӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Валентина «Канаш автостанцине» тивӗҫлӗ мерӑсем йышӑнма ыйтнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 23.07.2018 21:06 | 2151 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи
Ҫыру копийӗ
Ҫыру копийӗ

Чӑвашла калаҫнӑшӑн пӑтӑрмах сиксе тухни сире пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, нумай ҫул хушши Мускавра ӗҫлесе пурӑнакан Валентина Никитина тӑван ялне таврӑннӑ чухне транспортра пӗрле лартса пыракан пӗр хӗрарӑм ӑна телефонпа тӑван чӗлхепе калаҫнӑшӑн ятлама пикеннӗ, автобус водителӗ вара вырӑна ҫитермесӗр антарса хӑварассипе хӑратнӑ.

Иртнӗ эрнекун Ямаш хӗрӗ Валентина «Канаш автовокзалӗ» акционерлӑ обществӑна ҫыру ҫитернӗ — асӑннӑ пӑтӑрмах хыҫҫӑн унашкал тискер япаласем сиксе тухасран тивӗҫлӗ мерӑсем йышӑнма ыйтнӑ. Ҫыру копине вӑл пирӗн редакцине ҫитерчӗ. Заявленинче Валентина чӑваш чӗлхи республикӑра патшалӑх чӗлхи шайӗнче пулнине, ӑна пирӗн патшалӑх — Чӑваш Республики — хӳтӗлени пирки асӑрхаса каланӑ. Хуравне те вӗсенчен чӑвашла кӗтет.

Сӑмах май, Чӑваш халӑх сайчӗ те автовокзалтан комментари кӗтет, хальлӗхе вӗсенчен хурав ҫитеймен-ха. Ӗҫ-пуҫ мӗнле пыни пирки эпир сӑнасах тӑрӑпӑр.

#чӑваш чӗлхи, #автобуссем, #Канаш районӗ, #Ямаш, #транспорт

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 2227.66.8404
2018.07.24 05:44
Agabazar
"Заявлени" теес вырӑнне урӑхла калама май пулнӑ чӑвашла текстра — "пӗлтерни" е "ыйту". Ну кунта чи кирли ку мар-тӑр ӗнтӗ. Ыйтӑва кирлӗ ҫӗре ҫитернӗ, ҫавӑ паха. Тӗрӗссипе ку харпӑр ведомство шайӗнче ҫеҫ пӑхса тухмалли ыйту мар пулӗ.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем