Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +25.0 °C
Тиркекене тирӗк тӗпӗ лекет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӑтӑрмахсем: Пӗр талӑкра ҫуртпа склад ҫуннӑ

Сутатӑп Сумалли качака сутатӑп, Перре пӑрамланӑ
Сутатӑп Йывăçран тунă çурт сутатăп. Столовăпа котельня - кирпӗчрен. Крыша - ҫӗнӗ. Етӗрне...
Сутатӑп Алӑпа тунӑ ҫӗнӗ ача сӑпки сутатӑп.
Таисия Ташней 16.07.2018 18:35 | 345 хут пӑхнӑ
Пӑтӑрмахсем
Пушар дачӑсене те шеллемест
Пушар дачӑсене те шеллемест

Иртнӗ талӑкра Чӑваш Енре икӗ хутчен вут-ҫулӑм тухнӑ. Иккӗшӗ те хӑрушсӑрлӑх правилине пӑснипе ҫыхӑнма пултарнӑ. Ҫак шухӑша Чӑваш Енӗн Инкеклӗ ӗҫсен патшалӑх комитетӗнче палӑртаҫҫӗ.

Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, 11 сехет те 38 минутра Шупашкар районӗнчи Атайкасси ҫывӑхӗнчи пахча юлташлӑхӗсенчен пӗринче дача ҫуртӗнче вут хыпса илнӗ. «Хӗрлӗ автан», малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, хуҫине, 62-ри хӗрарӑма, 100 пин тенкӗлӗх шар кӑтартнӑ. Специалистсем инкек сӑлтавӗ газ оборудованийӗпе усӑ курнӑ чухне асӑрханусӑр пулни тесе тӗшмӗртеҫҫӗ.

Куславкка районӗнчи Варасӑр ялӗнче 37-ри кил хуҫин 50x12 метр калӑпӑш кирпӗч склачӗ ҫунма тытӑннӑ. Инкек электрохатӗрпе тимсӗртерех пулнӑран тухнӑ пуль теҫҫӗ. Вута пула хуҫи, малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫур миллион тенкӗлӗх тӑкак тӳснӗ.

Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа пирӗн республикӑра 496 хут пушар тухнӑ. Вӗсенче 39 ҫын вилнӗ, 48-ӑн суранланнӑ.

#Варасӑр, #Куславкка районӗ, #Шупашкар районӗ, #Инкеклӗ ӗҫсен комитечӗ, #пушарсем, #инкексем, #пӑтӑрмахсем, #Атайкасси, #укҫа-тенкӗ, #статистика

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Ҫар комиссариатӗнче ӗҫлекенсене пулӑшма ыйтаҫҫӗ
2018, 05, 21
Ҫил-тӑвӑл пӳртсемпе шкулсен ҫивиттисене илсе кайнӑ
2018, 05, 30
Ӗнер Игорь Поручиковпа сывпуллашнӑ
2018, 06, 04
Чӑваш Енре кӑркӑссем вилнӗ
2018, 07, 04
Кӳкеҫре ача виҫҫӗмӗш хутран ӳкнӗ
2018, 07, 05

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org