Шупашкарта тӑвакан кадет шкулӗшӗн яваплисене палӑртнӑ. Ку вӗренӳ учрежденине тӑвас пирки вӑхӑтӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев РФ оборона министрӗпе Сергей Шойгупа тата РФ Президенчӗн Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи тулли праваллӑ элчипе Михаил Бабичпа килӗшӳ алӑ пуснӑччӗ. Строительство ӗҫӗсем тӗрлӗ сӑлтава пула каярах юлса пыни пирки те сӑмах-юмах тухнӑччӗ.
Республикӑн Строительство тата Вӗренӳ министерствисен пӗрлехи приказӗпе халӗ строительствӑшӑн яваплисене палӑртса ӗҫ ушкӑнӗ йӗркеленӗ. Ушкӑн ертӳҫи — строительство министрӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Максим Иванов.
Сӑмах май, утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче стройкӑра рабочи вилнӗ. КамАЗ бомба хӳтлӗхӗ пулнӑ шӑтӑка анса ӳксе машина водителӗн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Ку факта тӗпчевҫӗсем малалла тӗпчеҫҫӗ.