2012 ҫулхи кӑрлачӑн 23-27-мӗшӗсенче И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче чӑваш филологийӗпе культура факультечӗ йӗркеленипе Раҫҫей чӗлхисене машинӑпа куҫарассин курсӗ иртрӗ. Ку курсӑн тӗллевӗ — Apertium ятлӑ система пулӑшнипе хӑй куҫаракан тӑлмача тӑвассин практика пӗлӗвне пуянлатасси. Тромсё университечӗн Трун Тростерюд доценчӗпе Алаканта университечӗн Францис Мортон Таерз тата Индиана университечӗн Джонатан Норт Вашингтон аспиранчӗсен презентацилесе тунӑ лекцийӗсем пурин кӑмӑлне те кайрӗҫ, ҫак ӗҫпе малалла та ӗҫлеме хавхалантарчӗҫ.
Ку таранччен хӑй куҫаракан тӑлмача 40 чӗлхепе усӑ курма вӗрентнӗ те ӗнтӗ, ҫапах та ӗҫлемелли нумай-ха. Раҫҫӗйӗн тӗрлӗ кӗтесӗнчен (Ижевскран, Хусантан, Ҫтерлӗрен, Петертен, Перӗмрен), Латвирен хутшӑнакансем пулчӗҫ. Куҫаруҫӑсен курсне чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн преподавателӗсемпе студенчӗсем те хастар хутшӑнчӗҫ: М.Р. Федотов ячӗллӗ чӑваш тата тухӑҫ чӗлхе пӗлӗвӗ кафедрин аслӑ преподавателӗ О.В. Сорокина турккӑ−чӑваш, асӑннӑ кафедра доценчӗ А.С. Егорова тутар−чӑваш, А.Н. Лукина инженер вырӑс−чӑваш чӗлхисене танлаштарчӗҫ. Чӗлхе мӑшӑрне танлаштарнӑ май вӗсене Apertium программӑпа усӑ курнӑ май архифонемӑсене палӑртасси, морфонологи пулӑмӗсене ҫырса кӑтартасси, тегсемпе усӑ курасси уйрӑмах кӑсӑклантарчӗ.
Ҫак курсра илнӗ пӗлӳ машина куҫарӑвӗнче усӑ курмалли морфологи анализаторӗсене хатӗрлеме пулӑшать. Тишкерӳҫӗсене пӗлни куҫару ӗҫӗнче кӑна мар, чӗлхесене танлаштарса вӗренме те май парать.