СУОР строительство организациийӗнче ӗҫлекен 139 ҫын тӑватӑ уйӑх шалу илмен. Компанин ӗҫченӗсене укҫа тӳлемешкӗн май пулнӑ, анчах хуҫа ҫакна пурнӑҫламан. Ҫапла майпа парӑм 8,5 миллион тенке ҫитнӗ.
Компанин генеральнӑй директорӗ тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе прокуратура суда ярса панӑ. Следстви вӑхӑтӗнче айӑпланакан хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ, кӑҫал нарӑс уйӑхӗнче ӗҫ укҫин парӑмне татнӑ. Генеральнӑй директора суд штрафӗ тӳлеттерме пултарӗҫ.
Прокуратура тӗрӗслев материалӗсене РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленине ярса панӑ. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, следстви вӑхӑтӗнче шар курнӑ ҫын ытларах пулнине тупса палӑртнӑ. Пӗтӗмпе – 159 ҫын. Анчах парӑм виҫӗ пӗчӗкрех-мӗн – 76,9 миллион тенкӗ.