РФ Патшалӑх Думинче тӑван чӗлхе пирки пӗрремӗш вулавра саккун проектне йышӑннӑ. Унта саккуна вӗренӳ пирки улшӑнусем кӗртме сӗннӗ. Тӗплӗнрех каласан, тӑван чӗлхене ачасене хӑйсен ирӗкӗпе вӗрентесшӗн.
Саккун проекчӗн пуҫаруҫисем – «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» депутачӗ Алена Аршинова тата «Справедливая Россия» депутачӗ Олег Николаев. Документра акӑ мӗн палӑртнӑ: тӑван чӗлхене ачасен тата ашшӗ-амӑшӗн ирӗкӗпе вӗрентмелле, патшалӑх чӗлхине ӑса хывмашкӑн чӑрмав пулмалла мар. Ҫавна май шкул ачисене тата ашшӗ-амӑшне заявлени ҫыртарӗҫ.
Ҫавӑн пекех вырӑс чӗлхине Раҫҫей халӑхӗсен тӑван чӗлхе списокне кӗртме сӗннӗ. Кунсӑр пуҫне депутатсем тӑван чӗлхене пулӑшакан фонд пуҫарма сӗнеҫҫӗ. Вӑл тӑван чӗлхене вӗрентмелли методикӑсем шухӑшласа кӑларӗ.
Ҫӗртмен 19-мӗшӗнче саккун проектне пӗр шухӑшлӑн йышӑннӑ тесен те юрать: 373 депутат ырланӑ, 3-шӗ хирӗҫленӗ, пӗри ку ыйтупа татӑклӑ хурав парайман. Документа тепӗр икӗ вулавра пӑхса тухӗҫ, унта улшӑнусем кӗртӗҫ. Унтан ӑна Федераци Канашӗн пӑхса тухмалла. Кун хыҫҫӑн ҫеҫ Президент алӑ пусать.
Agabazar // 1988.38.6935
2018.06.20 21:03 | |
Статьяна темле "сехметлерех" ят панă. Вырăс чĕлхин тăван чĕлхесен шутне кĕртни пирки калани те самаях кăнттам | |
ЛЕШКАС ÇЫННИ // 2267.14.8080
2018.06.22 23:10 | |
Çакă мар=и Яковлев шкулĕн паянхи вăррисен çимĕçĕ? Депутатсем Аслă Тÿресен шайĕнче хăйсен ятĕнчен суйласа янă халăх чĕлхине хирĕçле Саккун çырма хăяççĕ! Вырăслатас-сишĕн тăван халăхне çĕр çывраймаççĕ-няк. (Сăмах Николаевпа Аршинова çинчен пырать). Чăвашсем, хăçан вăранатăр? Хăçан хăвăра хирĕçле ĕçсем тăвакансене Депутата тăратма пăрахатăр? Чĕлхÿне касса илеççĕ вĕт кĕçех! Чĕлхесĕрех пурă-
нăпăр-ха тетĕр-и? "Пин çул ытла пăлхарччĕ эпĕ,-" тет Хусанкай асатте. Кайран чăваш эс пулса тăтăн. Малашне мĕнле ят кĕтет сана? |